Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейболра – аксакалсем

21 мая 2011 г.

Волейболра – аксакалсем

Спорта чăнласа юратакансем майăн 14-мĕшĕнче Ваçкассине пухăнчĕç. 55 çул тултарнă тата аслăрах арçынсем çулсеренех Н.В. Никольский профессора асăнса ирттерекен волейбол ăмăртăвне хаваспах хутшăнаççĕ.

Ку хутĕнче Никольский парнисемшĕн тата унăн ячĕпе ятарласа хатĕрленĕ куçса çÿрекен кубока çĕнсе илес тесе 4 команда вăй виçрĕ: Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх команди, «Ударник», Мăн Сĕнтĕрсем тата Сĕнтĕрвăрри хулин пĕрлештернĕ команди.

Мăн Сĕнтĕр командинче вылянă И. Кабуркин («Чи аслă вылякан» номинацире палăрчĕ) ку вăйăсенче волейбол техники питĕ лайăх пулнине палăртрĕ. «Апрельти ăмăртура 50-ран иртнисемпе вылярăмăр, кунта пухăннисем ăстарах иккен», – пĕлтерчĕ спортсмен.

«Чи усăллă вылякан» номинацире Мăн Сĕнтĕрсен командинчи В. Егорова палăртрĕç, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» – «Ударникри» А. Шумилов, «Чи лайăх çыхăнтаруçă» – Сĕнтĕрвăрринчи Л. Кузьмин, «Чи лайăх тапăнакан» – «Ильичари» С. Медведев.

Çак интереслĕ вăйăра кубока кил хуçисем çĕнсе илчĕç. Призлă вырăнсенче – «Ударникпа» Сĕнтĕрвăррисем.

Вăйăсене ирттерме пулăшнăшăн район пуçлăхне И.В. Николаева тата вырăнти уйрăм предпринимателе О.Б. Николаева тав тăватпăр.

Г. ЛУКИН,

спорт ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика