Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнас текен майсем шырать

21 мая 2011 г.

Пурăнас текен майсем шырать

Шăпах çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕ информаци ушкăнĕ майăн 18-мĕшĕнче Йÿçкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче пулса курнă хыççăн. Ушкăн шутĕнче вара ЧР сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.А. Осипова, аслă професси вĕрентĕвĕн «Мускаври патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти институчĕ (филиалĕ)» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕн çумĕ Н.В. Алтынова, ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова пулчĕç.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăха тăнăç тытса пыма, ял хуçалăх производствине аталантарма паян пĕртте çăмăл мар. «Ударник» хуçалăха 30 çул хушши ертсе пыракан Платон Павлович Давыдов сăмахĕнчен те паян çакна аван туятăн. Чăннипех те унăн чунĕ ыратать ял хуçалăхĕнчи хальхи лару-тăрăва курса. Тĕрĕссипе вара çакăн пек чăн-чăн çĕр ĕçченĕ, пур йывăрлăха та ăшпа туякан çын çинче тытăнса тăрать те паян ял хуçалăхĕ тесе калас килет.

Иртнĕ çулхи çанталăк условийĕсем çĕр çыннишĕн çирĕп тĕрĕслев пулчĕç. Типĕ çанталăка пула выльăх апатне вырăнта çителĕклĕ чухлĕ янтăлама май пулмарĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварас тесе улăмне те, уттине те ытти облаçсемпе республикăсенчен сахал мар кÿрсе килме тиврĕ. Укçа çине куçарсан çакă йÿнех кайса лармасть. Утă-улăмне унчченхинчен 3-4 хут хаклăрахпа илсе килни те пулнă. Апла пулин те обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварнă.

Туса илекен продукцие сутакан хаках илер. Акă малтанхи вăхăтра хуçалăх сĕте пĕр килограмшăн 18 тенкĕпе ăсатнă. «Ун чухне тинех кăшт çăмăлрах сывласа ятăмăрччĕ, – каласа парать Платон Павлович. – Халĕ вара сутлăх хак каллех икĕ хута яхăн чакса кайрĕ». Çав вăхăтрах электроэнерги, топливо хакĕсем ÿссех пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕн вара çур акине те ирттерес пулать, мĕн акса-лартса хăварнине йĕркеллĕ пăхса ÿстерсе пуçтарса та кĕртес пулать, выльăх-чĕрлĕхне те ĕрчетес пулать.

Апла пулин те Платон Павловичшăн ял хуçалăх производствипе те, укçа-тенкĕ тăкаклассипе те çыхăнман, çапах та чуна ыраттаракан ытти ыйтусем те ют мар. Акă шкулсем валли ятарлă автобуссем уйăрса панă май халĕ ачасене вĕренме ытти ялсенчен автобуссемпе илсе çÿреççĕ. Çав вăхăтрах ача садне çÿрекенсем хĕллехи вăхăтра рейс автобусне кĕтсе çул хĕрринче шăнса тăраççĕ. Мĕн тăвăн, положени, инструкци çапла хушать. Лартма юрамасть. Хуçалăх ертÿçи ку ыйтăва тĕрлĕ шайра темиçе хут çĕкленĕ пулин те лавĕ вырăнтах-ха.

Укçа-тенкĕ перекетлĕвĕ пирки. Çĕнĕ положенипе халĕ пур шкулсенче те медицина персоналĕн ятарлă пÿлĕмĕсем кирлĕ. Йÿçкасси шкулĕнче те ку ыйту тăрать. Пĕтĕм оборудованипе персонал валли укçа-тенкĕ сахал мар уйăрмалла. Çав вăхăтрах пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ юнашарах вырнаçнă. Шкул ачисене кирлĕ медицина пулăшăвĕпе кунта тивĕçтерме май пур. Анчах каллех положени, инструкци...

Информаци ушкăнĕ çав кун хуçалăх хранилищинче çĕр улми вăрлăхне суйлакансем патĕнче, Йÿçкасси шкулĕнче, «Ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернат çурчĕ» республика патшалăх учрежденийĕнче пулчĕ, вĕсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

Министр çумне Н.А. Осиповăна интернатри тасалăхпа йĕркелĕх, кунти ĕçсене епле йĕркелесе пыни уйрăмах кăмăла кайрĕ. Кунта асăннă учрежденин директорĕн В.Н. Шивиревăн тÿпи пĕчĕк марри паллă. Интернат çуртра хÿтлĕх тупнă ватă çынсем персонал ĕçĕ-хĕлĕпе те, хăйсем тĕлĕшпе епле тимлĕх уйăрнипе те, апатлану пахалăхĕ тĕлĕшпе те кăмăллă.

Коллективсенче пулнă май министр çумĕ Н.А. Осипова хăйĕн сăмахĕнче сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилесси епле пыни пирки чарăнчĕ. Халĕ федераллă шайра та сывлăх сиплевĕн тĕрлĕ специалисчĕсем патне электронлă майпа çырăнма май пур. Учрежденисене медицина кадрĕсемпе тивĕçтересси лайăхланмалла. Мăн Сĕнтĕр больницинче юсав ĕçĕсем ирттерме, оборудовани туянма 8 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшне ачасен çуллахи ĕçпе канăвне йĕркелессин ыйтăвĕсем шухăшлаттараççĕ. Шкул ачисем валли лагерьсене кайма путевкăсене вара вĕрентÿ пайĕ урлă кăна мар, социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă та илме май пур. Чи малтанах ку пĕчĕкрех тупăшлă çемьесене пырса тивет. Путевкăсемшĕн тÿлемелли виçе те пĕчĕкрех. Хăшĕсене тата çу кунĕсенче санаторипе курорт сиплевĕ кирлĕ пулма пултарать. Вĕсен тăхтаса тăмасăр педиатр патне пырса учета тăрас пулать. Путевкăсемпе тивĕçтерессин йĕркисем пирки социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика