Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмаççĕ

21 мая 2011 г.

Пурнăç уттинчен юлмаççĕ

Çитес кĕçнерни кун Раççейре предпринимательсен кунне паллă тăваççĕ. Районти пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем çак куна татăклă утăмсемпе кĕтсе илеççĕ. Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова палăртнă тăрăх районта пурĕ 132 пĕчĕк тата вăтам предприяти, уйрăм предпринимательсем 823-ĕн, 99 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 16 ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕ. Пĕтĕмпе 2800 çын çак пĕчĕк тата вăтам бизнес сферипе çыхăнтарнă хăйĕн пурнăçне. Вĕсенчен ытларахăшĕ ял хуçалăх (32 процент), суту-илÿпе обществăлла апатлану (30 процент) ĕçне туса пырать. Районти предпринимательсен ĕçĕпе паллаштарнă май Эльвира Иосифовна акă мĕн палăртрĕ.

– Иртнĕ çул çак пĕчĕк бизнес субъекчĕсем пурĕ 242,9 млн. тенкĕлĕх ĕç тунă, продукци кăларнă. Ку вăл районта туса илнĕ мĕн пур продукцин 25,6 проценчĕ пулать. Ку сферăри вăтам ĕç укçи 8250 тенкĕпе танлашать. Ĕç укçи тенĕрен, пĕлтĕр ĕç укçине пурăнмалли пĕчĕк минимумран кая тÿленĕ 23 предприятие ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕнче пухса тухнă.

Районти предпринимательсем патшалăх гранчĕсене те çĕнсе илеççĕ. Хăйсен бизнесне йĕркелесе яма май паракан патшалăх грантне пĕлтĕр 5-ĕн 600 пин тенкĕлĕх выляса илнĕ тата тепĕр 4-ăн – 1200 пин тенкĕлĕх.

Бизнес ĕçне йĕркелесе ярассинче бизнес-инкубатор та нумай пулăшать.

Иртнĕ çул пурĕ 122 çын унăн пулăшăвне илнĕ, – калаçăва малалла тăсать Эльвира Иосифовна.

2010 çулта ку сферăра 13 çĕнĕ суту-илÿ точки уçăлчĕ. Çапла майпа 27 ĕç вырăнĕ тупăнчĕ.

Муниципаллă заказсене пурнăçлассипе те япăх мар ĕçлесе пыраççĕ пĕчĕк предприятисем. Пĕлтĕр 24,3 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă вĕсене.

Пĕчĕк тата вăтам предприятисем, уйрăм предпринимательсем тĕрлĕ-рен конкурссене те активлăн хутшăнаççĕ. Рспубликăри халăх ыйтăвне алăри чĕрĕ укçасăр (пластик картăсемпе) тивĕçтерссипе йĕркеленĕ конкурсра Муркашри «Универмаг» чикĕллĕ явплăхлă общество (ертÿçи – В.Г. Бардасов) 3 вырăн йышăнчĕ. «2010 çулхи чи çамрăк предприниматель» республикăри конкурсра «Бизнесăн çамрăк маçтăрĕ» номинацинче пирĕн районти Е.И. Иванова предприниматель 2 вырăн йышăнчĕ. «Сундырь-Хлеб» (ертÿçи Л.Г. Ильгечкин) тата «Моргауши – Хлеб» (ертÿçи – Е.К. Васильева) чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем çулсеренех рспубликăри «Пасхальное чудо» конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Паян вара районти пĕчĕк бизнес представителĕсем çĕнĕлле ĕçлессине тимлĕх уйăраççĕ. Тепĕр задача – производство бизнес-инкубаторне тумалла.

Раççейри предпринимательство кунне вара районти пĕчĕк тата вăтам бизнес çыннисем хăйсем спортпа туслипе те çирĕплетсе парасшăн. Майăн 21-мĕшĕнче Муркашри стадионта Муркаш районĕнчи предпринимательсен кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футболпа турнир иртет. Майăн 26-мĕшĕнче вара Чăваш Республикинчи Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерстви «Чувашия» ВГТРКпа пĕрле «Чунтан тухакан кĕвĕсем» ятпа телетĕпел ирттерет. Ку мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕнче 18 сехетре пуçланать. Республикăри пултаруллă предпринимательсене чăваш эстрада çăлтăрĕсем саламлĕç. Пирĕн районтан та унта 26 предпринимательтен тăракан делегаци хутшăнĕ.

Эппин çывхарса килекен уяв ячĕпе, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсенче ĕçлекенсем, уйрăм предпринимательсем!

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика