Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем паллă

21 мая 2011 г.

Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем паллă

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче пĕлтернĕ тăрăх кăçал çулла ачисене лагере ярас текен ашшĕ-амăшĕсенчен 204 заявлени йышăннă. Лагерьсене ятарлă конкурс ирттерсе суйласа илессине маларах пĕлтернĕччĕ. Çапла вара лагерьсенчи условисене, унти апатланăва, путевка хакĕсене, ачасемпе ĕçлеме палăртнă программăсене тата ытти енсене тишкернĕ хыççăн комисси икĕ лагерь суйласа илнĕ. Вĕсем – Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Шурă чулсем» тата пирĕн районти Ильинкăри хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли «Ильинский» лагерь. Комисси икĕ лагерĕ те лайăххине палăртать.

Путевка хакĕсем пирки калас пулсан вĕсем ытлах уйрăлса та тăмаççĕ: «Шурă чулсем» лагере каяс текенсен 810 тенкĕ, Ильинкăра канас текенсен 799 тенкĕ тÿлемелле. Аса илтеретпĕр, çак хак – путевка хакĕн 10 проценчĕ чухлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăна лагере кайма район администрацийĕн вĕрентÿ пайне путевка патне пынă чухне тÿлемелле. Тата хăвăрпа пĕрле ачан обязательнăй медицина страховани полисне, унăн копине илсе пыма ан манăр.

Лагере каяс умĕн (справка 5 талăк вăйра) ачасен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Санэпидемстанцире ирттерекен тĕрĕслев кăтартăвĕсем икĕ талăк вăйра пулнине шута илме ан манăр.

Лагерьсенче пĕр смена 21 куна тăсăлать. Çапла вара сменăра маларах асăннă хакпа ачасене кантарнăшăн, вĕсен сывлăхне çирĕплетме майсем туса панине шута илсен çак укçа калăпăшĕ пĕрре те пысăк мар. Лагерьсенче кунне пилĕк хутчен апатлантараççĕ.

Çуллахи вăхăтра лагерьсенче тăватшар смена йĕркеленĕ. 1-мĕш смена – июнĕн 1–21-мĕшĕсенче, 2-мĕш смена – июнĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать, 3-мĕш смена – июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа августăн 6-мĕшĕччен, 4-мĕш смена – августăн 9–29-мĕшĕсенче. Анчах та каласа хăвармалла, «Шурă чулсем» лагере 4-мĕш смена валли, Ильинкăри лагере 1-мĕш смена валли путевкăсем палăртса хăварман. Çапла вара лагерьсенче пирĕн районти ачасем валли виçшер смена ĕçлĕ. Тĕплĕнрех çакна пĕлтерме пулать: «Шурă чулсем» лагере кайма 1-мĕш сменăна 59 путевка, 2-мĕш сменăна – 28 путевка, 3-мĕш сменăна 27 путевка уйăрнă. Ильинкăри лагере кайма 2-мĕш смена валли 31 путевка, 3-мĕш смена валли 32 путевка, 4-мĕш смена валли 27 путевка çирĕплетсе хăварнă.

Хамăр районта вырнаçнă Ильинка лагерĕ пирки калас пулсан унта ачасене йышăнма питĕ тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Ачасем каникул вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе интереслĕ те анлă ĕç программисем хатĕрлеççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика