Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуткÿл – Раççейри паллă вырăн

14 мая 2011 г.

Çуткÿл – Раççейри паллă вырăн

Хамăр тавралăх илемне курма, ăна хаклама пĕлни – тăван ен культуришĕн тăрăшаканăн чун пуянлăхĕ. Кунашкал вырăнсем хамăр тăрăхра та пулни пирĕнтен тавра курăма анлăлатма ыйтать. Акă Муркашран кăнтăр-хĕвел анăçнелле 14 çухрăмра вырнаçнă Çуткÿлех илер-ха. Çак кÿлĕ пĕр ятлă ялăн кăнтăр енче вырнаçнă.

Çуткÿл – çут çанталăк палăкĕ. Ăна виçĕ енчен сăртлă вырăнсенчи улăхсемпе хирсем хупăрласа тăраççĕ. Кÿлĕ çыранĕсенче – нимĕнпех те уйрăлса тăман ÿсен тăран тĕнчи. Çурçĕр-хĕвел анăç енче хырлăхпа тирексем, сăртлă вырăнта пан улми пахчи ÿсеççĕ. Çуткÿл – карст кÿлĕ. Карст кÿлĕсем ирĕлекен минералсем – известь, гипс, доломит – шывпа ирĕлсе тухса çĕр çинче котловансем тунипе, каярахпа çийĕ йăтăнса анакан çĕр айĕнчи хăвăлсем йĕркеленипе пуçланса каяççĕ. Кунашкал кÿлĕсен «апатланăвĕ» çумăрсем çунипе тата çăл куçсем тапнипе йĕркеленсе пырать.

Çут çанталăк палăкĕн лаптăкĕ – 4 гектар. Ун таврашĕнчи сыхлакан вырăн 102 гектар йышăнать. Кÿлĕн чи тарăн вырăнĕ 17 метр, чи пысăк сарлакăшĕ – 140 метр, тăршшĕ – 250 метр. Çуткÿл – Чăваш Республикинчи чи тарăн кÿлĕ. Вăл Азов тинĕсĕнчен те 2 метр тарăнрах. Тĕпĕ тăмлă, хытă. Шыв тасалăхĕ – 70 сантиметр. Кÿлĕн кашни литр шывĕнче 436 мг ирĕлнĕ чул. Ку кăтарту Байкал кÿллинчинчен 4,5 хут, Онежск кÿллинчинчен 12 хут пысăкрах. Кÿлĕре шыври ÿсен тăран çук.

Иртнĕ ĕмĕрхи 60-мĕш çулсенченпех кÿлĕре вăл вăхăтри «Восход» председателĕ Дмитрий Петрович Петров пуçарăвĕпе янă карпсем пурăнаççĕ. Пысăккисем 7-8 килограма çитни те пулнă. Карпсемпе пĕрлех кÿлĕре карассем, окуньсем, ыраш пулли тата ыттисем те пур. Çавăнпа та пушă вăхăтра ял çыннисем кÿлĕ хĕрне вăлтапа тухса ларнинчен тĕлĕнмелли çук.

Вырăнти çынсем каланă тăрăх кÿлĕ тĕпĕнче вăйлă çăл куçсем пур. Çавăнпах-мĕн шăрăх çанталăкра та кÿлĕри шыв сивĕрех.

О. МИХАЙЛОВА,

Муркашри вăтам шкулта вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика