Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПИД никама та шеллемест: хамăрăн сыхланмалла

14 мая 2011 г.

 

СПИД никама та шеллемест: хамăрăн сыхланмалла

1983 çултанпа май уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче СПИД чирĕпе вилнисене асăнаççĕ. Çак кун пирĕншĕн ÿпкев пулса тăрать. Мĕншĕн тесен медицина хальлĕхе çак чире сиплеме вĕренсе çитеймен-ха. Çамрăксене те йĕркелĕхе, сывă пурнăçпа пурăнма явăçтарасси йывăррăн пырать: эрех-сăра, пирус, наркотик тата йĕркесĕр ар çыхăнăвĕ хуçаланаççĕ.

ВИЧ-инфекципе СПИД çинчен илтмен, пĕлмен çын халĕ çук та пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕнтен таçта инçетре мар. Çавăнпа та кашнин чир çинчен лайăх пĕлмелле. Пĕлекен çын чиртен те сыхланать.

Раççейре ВИЧ-инфекциллĕ çынна 1987 çулта тупса палăртнă. Паянхи кун вара ку енĕпе пирĕн республикăри лару-тăру та пысăк тимлĕх ыйтать. 2010 çулхи кăтарту республикăра пурĕ 1206 çыннăн ВИЧ пуррине палăртать. Вĕсенчен 125 çын 2009 çулта вилнĕ, 2010 çулта – 128 çын. Паянччен ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен 152 ача çуралнă, вĕсенчен 12-шне инфекци куçнă.

Тĕнчери цифрăсем вара пушшех те хăрушă: кашни кун 20 пин çынна СПИД вирусĕ ерет, 1 пин ача чирлĕ çуралать, кашни сехетре вара СПИДран 300 çын вилет.

Паянхи кун СПИДпа чирленĕ çынсем пурте вилеççĕ. Чиртен сыхланма вакцина е сыворотка таврашĕ çук. Вирус ернĕ çынсен пурнăçне СПИД пуçланиччен тăсма май пур, анчах ку питĕ хакла ларать.

Нумайăшĕ ВИЧ тата СПИД пĕр диагноз тесе шутласа йăнăшать. ВИЧ – çын организмĕн хÿтлĕх тытăмне сиен кÿрекен вирус. Çак вирус лекнĕ çын 10 – 12 çул хушши хăйне сывă çын пек туйма, анчах та вируса ыттисене ертме пултарать. Вирус çынна пĕрре лекрĕ пулсан ун организмĕнче мĕн виличченех пурăнать. Вирус ернĕ хыççăн 10 – 15 çултан, хăшĕсен татах та иртерех, СПИД тапхăрĕ пуçланать. Ку организмăн хÿтлĕх системи начарланса пынинчен килет. Вăл начарлансан çын организмĕ ытти инфекцисемпе кĕрешейми пулать. Çыннăн ÿпке чирĕсем пуçланаççĕ, тĕрлĕ çĕрте шыçăсем тухаççĕ, çын ырханланать, ÿт çине шатра тухать, нерв системи тата вар-хырăм пăсăлать. Чĕрепе юн тымарĕсем япăх ĕçлеме пуçлаççĕ, çыннăн психика улшăнать. Хальхи вăхăтри пысăк пахалăхлă эмелсемпе усă курмасан чирлĕ çын 3 çултан ытла пурăнаймасть. Вируса аталанма чаракан препарат чылай, çапах та хальхи вăхăтра ВИЧ-ран сывалма пулмасть.

Муркаш районĕнче те ВИЧ-инфекциллĕ çынсем пур. Вĕсем саккăрăн. Виççĕшне пĕлтĕр тупса палăртнă.

Çавăнпах пурне те сывă пурнăç йĕркине тытмалли пирки тепĕр хут аса илтерес килет. Арлă-арăмлă пурăнакансене презервативпа усă курма, мăшăрсене улăштармалла маррине асра тытма хистетпĕр. Пур çыннăн та кăмăл-сипет тасалăхĕ пулни, эрех-сăра ĕçсе е наркотиксемпе усă курса пуçа минретменни – СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă утăм.

Г. ФЕДОТОВА,

Муркашри тĕп больницăн тĕп врач çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика