Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш – элита шутĕнче

14 мая 2011 г.

Пирĕн ентеш – элита шутĕнче

Раççей биатлонисчĕсен пĕрлештернĕ командин тренер штабĕ 2011–2012 çулсенче ăмăртма малтанласа палăртнă наци командин тытăмĕпе паллаштарнă. Командăна иртнĕ сезонта уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă (ун чухне юниорсен йышĕнче) 21 çулти чăваш каччине Вячеслав Акимова та кĕртнĕ. Чăн малтан вара Раççей командин тĕп тренерĕ В. Польховский сĕннипе В. Акимова çитес вăхăтра çĕр-шывăн спортсменсен супер-элита резерв командине кĕртнĕ пулнă.

Раççей биатлонисчĕсен союзĕн пресс-служби спортсменсем тарăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн, эксперт канашĕ кандидатурăсене сÿтсе явнă хыççăн командăсенче улшăнусем те пулма пултарассине пĕлтерет.

Хамăр инф.

Футболла выляма

Майăн 19 – 20-мĕшĕсенче шкул ачисен спартакиади шучĕпе футболра мала тухассишĕн финал вăййисем иртеççĕ. Унта зонăсенче майăн 18-мĕшĕччен иртекен вăйăсенче мала тухнă командăсем вăй виçĕç.

Зонăсене Калайкассинчи, Юнкăри, Йÿçкассинчи вăтам шкулсем, Муркаш лицейĕ тавра (вăтам шкулсен) тата Тойкилтĕри, Шомикри, Кашмашри тĕп шкулсем тавра йĕркеленĕ. Çапла вара майăн 19-мĕшĕнче тĕп шкулсен футбол командисем, майăн 20-мĕшĕнче вăтам шкулсен футбол командисем мала тухассишĕн ăмăртĕç.

Финал вăййисем икĕ кунĕнче те Ярапайкассинче 10 сехетре пуçланаççĕ. Командăсем çуршер сехет тăсăлакан икшер тайм выляççĕ. Асăрхаттару: бутсисем тăхăнса выляма чараççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика