Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ĕçсен анлă хирĕсенче

14 мая 2011 г.

Пысăк ĕçсен анлă хирĕсенче

Камшăн мĕнле туйăнать пулĕ те, анчах та чăн-чăн çĕр ĕçченĕшĕн, çăкăр тути-масине чăннипех те туяканшăн кашни çурхи уй-хир ĕçĕсемех пысăк ответлăх та, çирĕп экзамен та. Мĕншĕн тесен кашни ответлă тапхăрăнах хăйĕн уйрăмлăхĕсем, тÿрлетĕвĕсем. Кирек епле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла. Çур акине унччен те ирттернĕ, кăçал та ирттерĕпĕр-ха тенипе нимĕн те пулмасть.

Ака-суха ĕçĕсене техникăна хатĕрленĕ чухне те, ĕç çинче те çакна тĕпе хурса вăй хураççĕ те ĕнтĕ «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра.

– Уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕкех темелле мар,– каласа парать хуçалăх ертÿçи Владислав Кириллович Ананьев. – Ака-суха пĕтĕмпе 911 гектар çинче туса ирттерес пулать. Вăл шутран çурхи тĕш тырă культурисене 596 гектар çинче акса хăвармалла. Çумăрсăр та çиллĕ çанталăкра çĕр хăвăрт типсе пырать. Çавăнпа та нÿрĕк хуплассипе, çĕр хатĕрлессипе пĕрлех ака ĕçĕсене те çийĕнчех тытăнтăмăр.

Ака агрегачĕсем майăн 9-мĕшĕнчех хире тухнă. Халĕ хуçалăх хирĕсенче пĕтĕмпе 2 сеялкăллă 4 агрегат ĕçлет. Çак кунсенче вĕсем урпа акассипе тимлеççĕ. Ку культура 546 гектар йышăнмалла пулсан 300 гектар ытла акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çурхи тулă 50 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 150 гектар акса хăварма пăхнă.

Хуçалăхра çĕр улми, купăста туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăрттăнлăх мар: çине тăрса тимлеме тивет пулин те усси те пĕчĕкех мар. Çавăнпах ĕнтĕ кăçал та «иккĕмĕш çăкăра» 150 гектар çинче лартса ÿстерме палăртнă. Сăмах май кун пек пысăк лаптăк (200 гектар) районĕпе те «Ударник» хуçалăхăн кăна пулĕ. Вăрлăх валли уйăрнă 350 тонна çĕр улмине пĕтĕмпех суйласа яровизаци тума хунă ĕнтĕ.

Эпир пĕрремĕш уй-хир бригадин хирĕнче вăй хуракан Александр Кобец агрегачĕ патĕнче пулса куртăмăр. Икĕ сеялкăллă ака агрегачĕ анлă хирте çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Кĕрхи тухăç валли çирĕп никĕс шăпах çакăнта хывăнать те ĕнтĕ. Акă Юрийпе Константин Шаровсем, Александр Степановпа Вячеслав Степанов, Александр Борисов акаçăсем пушаннă бункерсене Николай Давыдов водитель турттарса паракан тулă вăрлăхĕпе тата удобренипе çийĕнчех тултарчĕç те трактор вырăнтан хускалчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика