Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финиша – пĕччен, мăнаçлăн

25 мая 2011 г.

Финиша – пĕччен, мăнаçлăн

Португали çĕр-шывĕнче хăвăрт утакансен Европа Кубокĕ иртрĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн ентеш Вера Соколова та ăмăртрĕ. Хĕрарăмсен 20 çухрăмлă дистанцине вăл пуринчен малтан вĕçленĕ. Хăй хыççăн пыракан Анисия Кирдяпкинăна 39 çеккунт хыçала хăварма пултарнă.

Юниорсен ÿсĕмĕнче ăмăртнă тепĕр чăваш хĕрĕ Елена Лашманова кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Хăвăрт утассинче палăрнă

Майăн 21-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Вылă салинче хăвăрт утассипе республика ăмăртăвĕ иртрĕ.

Пирĕн районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди те ăмăртура район чысне хÿтĕлерĕ. Шкулăн Калайкассинчи уйрăмĕнче вăй хуракан В. Моисеев тренерăн воспитанникĕсем лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç. 1996–1997 çулсенче çуралнисен ÿсĕмĕнче ăмăртнă Е. Петухова 1-мĕш вырăна тухрĕ, М. Иванова финиша виççĕмĕш çитрĕ. Аçын ачасенчен Е. Яковлев ăмăртăвăн кĕмĕл призерĕ пулма тивĕçрĕ. Кĕçĕннисен ÿсĕмĕнчи В. Кудряшов та 2-мĕш вырăна тухрĕ.

Маларах Шупашкарта Чăваш Республикин çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче Елена Петухова хăвăрт утассипе 3-мĕш пулнă.

Т. ЕРМОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика