Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн алăксем сире валли ялан уçă!»

25 мая 2011 г.

«Пирĕн алăксем сире валли ялан уçă!»

Кăçал Етĕрнери профессипе техника техникумĕ хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак тапхăрта ку вĕренÿ заведенийĕнче ял хуçалăхĕнче тата ытти отрасльсенче вăй хуракан çĕршер, пиншер яш-кĕрĕм вĕренсе тĕрлĕ специальноçа алла илнĕ, район тата ун тулашĕнче анлă сарăлнă. Техникумра вăй хуракансен ĕçне кунтан вĕренсе тухнисем ырăпа палăртаççĕ. Çакна вара вĕсен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ.

Унти ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ вĕренÿ заведенийĕн ертÿçипе О.В. ПАЛИКИНПА калаçрăм, хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

– Олег Валентинович, паянхи кăткăс лару-тăрура сирĕн вĕренÿ заведенийĕ мĕнле пурăнать, аталанать тата малашнехи ĕçе епле палăртать?

– Чылайăшĕ пирĕн вĕренÿ заведенине профессипе техника училищи тенипе пĕлет, малашне вăл техникум пулĕ. Паянхи пурнăç вара тăтăш çĕнĕлĕхсене шырама ыйтать. Çавна май пирĕн те хăш-пĕр çул-йĕре суйласа илме тиврĕ. Маларах эпĕ кунта директор çумĕ пулса ĕçленĕ, самана вара пире тĕрлĕ йывăрлăх витĕр кăларчĕ. Çапах та, куратăр ĕнтĕ, пĕрлехи тăрăшулăхпа малаллах талпăнатпăр, вĕренекенсене тĕрлĕ професси пĕлĕвĕ паратпăр, малашне татах та ытларах яш-кĕрĕме хамăр пата йыхравлатпăр.

– Вĕренекенсен йышĕ еплерех, паянхи яш-кĕрĕм сирĕн еннелле туртăнать-и?

Пирĕн патра 289 çын вĕренет. Вĕсене 31 педагог тĕрлĕ пĕлÿ тата воспитани парать. Вĕрентекенсен 80 ытла проценчĕ аслă тата пĕрремĕш квалификаци категорине тивĕçнĕ. Вĕрентÿ ĕçне НПОн (пуçламăш професси пĕлĕвĕ) 4 профессийĕпе (ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ, автомеханик, повар-кондитер, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕ) тата хушма професси пĕлĕвĕн 15 программине туса пыраççĕ. Паянхи яш-кĕрĕм пирĕн вĕренÿ заведенине хаклани сисĕнет, çакна вĕренме килекенсен йышĕ ÿсни те çирĕплетет.

– Техникумăн пурлăхпа техника бази паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерет-и?

– Техника бази 14 кабинетран (1 компьютер кабинечĕ), 6 вĕрентÿ мастерскойĕнчен, 2 лабораторирен, актовăй тата спорт залĕсенчен, столовăйран, библиотекăран, ял хуçалăхĕнче усă курмалли тĕрлĕ йышши техникăран тăрать. Эпĕ çакна начар тесе шутламастăп, чи кирли вара вĕренекенĕн вĕренес, алла тивĕçлĕ специальноç илес чăн туртăм пулмалла.

– Ытти районсемпе, предприятисемпе, организацисемпе еплерех ĕçлесе пыратăр?

– Кирек епле ĕçре те пĕр-пĕрне ăнланса, тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсенчи 30 предприяти тата организаци валли ĕçлекенсем хатĕрлес енĕпе килĕшÿсем тунă. Вĕренекенсен производство практикине предприятисен ĕç вырăнĕсенче йĕркеленĕ.

– Сирĕн шутпа Раççейри пĕлÿ парас ĕçе модернизациленин условийĕсенче çамрăксене ялтах хăварассин программине вăя мĕнле кĕртме пулать?

– Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин правительствисен политики халĕ яла пулăшассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă çурт-йĕр туни, çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерни питĕ вырăнлă. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерни çамрăксене çĕр çинче ытларах ĕçлеме хистет. Çавăнпа та манăн тĕп тĕллев – квалификациллĕ специалистсене май пур таран хамăр тăрăхра ытларах хăварасси. Çавна май районсен экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывтарасси.

Ку ыйтăва районсен администрацийĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлесен ăнăçлăрах татса пама пулать.

Паян правительство шайĕнче çакăн пек шухăш çÿрет: тÿлевлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене хупса вĕсен никĕсĕ çинче профтехвĕрентÿ учрежденийĕсене уçмалла, мĕншĕн тесен рабочисен профессийĕсем çултан-çул ытларах та ытларах кирлĕ. Çак йывăрлăх пур çĕрте те палăрать. Чи малтан ял хуçалăхне кирлĕ кадрсем хатĕрлекен вĕренÿ учрежденине упраса хăвармаллах пирĕн.

– Вăтам професси пĕлĕвĕн çĕнĕ системипе паллаштарсан ытлашши пулмĕ.

– Ку вăл хăйне евĕр икĕ шайлă техникумсем (колледжсем). Пĕрремĕш шай – пуçламăш професси пĕлĕвĕ (НПО), унта вĕренекенсем рабочи специальноçĕсене алла илеççĕ. Иккĕмĕш шай – вăтам професси пĕлĕвĕ (СПО), унта автомобиль техникĕн, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен, бухгалтерпа электромеханикăн специальноçĕсене тата ыттисене те илме пултараççĕ.

– Сирĕн сĕнĕвĕре Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинче шута илчĕç-и?

– Çапла, министерство шайĕнче пирĕн шухăша ырларĕç. Çакă вăл паянхи кун ыйтăвĕ. Етĕрнере вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденине туса хуни темиçе ыйтăва татса пама пулăшать. Пĕрремĕшĕнчен ку вăл – хушма инвестицисем; иккĕмĕшĕнчен, обществăшăн усăллă мĕн пур ĕç енĕпе квалификациллĕ работниксем (рабочисемпе служащисем) хатĕрлени; виççĕмĕшĕнчен, вĕренекенсем ĕç рынокĕнче кирлĕ темиçе профессие суйласа илме пултарни, суйласа илнĕ тăрăх пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илни.

Аталаннă çĕр-шывсенче, тĕслĕхрен, Америкăра, пуçламăш классем хыççăн профиль енĕпе вĕрентессине тахçанах пурнăçласа пыраççĕ. Пурнăç çак ен эффективлă пулнине çирĕплетет.

Пирĕн профлицей никĕсĕ çинче икĕ шайлă техникум (колледж) туса хуни – ку вăл пурнăçланма пултаракан пулăм. Пирĕн çакна валли квалификациллĕ специалистсем, япăх мар пурлăхпа техника бази, пĕр-пĕрне ăнланни тата республика, район шайĕсенче, районти предприятисемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисем пулăшни пур, вĕсем пирĕнпе чылай вăхăтлăха çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ тума хатĕр.

– Çапах та сирĕн патра хăш ÿсĕмрисем пĕлÿ пухма пултараççĕ?

– 9 класс вĕренсе пĕтернисем пирĕн патра вĕренме тата тĕрлĕ специальноç (тракторист-машинист сельхозпроизводства, автомеханик, мастер отделочных работ, мастер общестроительных работ, повар, кондитер, портной) алла илме пултараççĕ. Вĕсемсĕр пуçне 2 – 6 уйăхлăх ятарлă курссем те йĕркеленĕ.

Хăш-пĕр çĕнĕлĕх çинче манăн уйрăмах чарăнса тăрас килет. Кунта тĕрлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Пĕрремĕш ушкăна 9 класс пĕтернисем кĕреççĕ. Вĕсене эпир малашне электротехника енĕпе (СПО) Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илме хатĕрлетпĕр.

Иккĕмĕш ушкăна 10 – 11 класс пĕтернисем кĕреççĕ. Вĕсемпе эпир техник специальноçне вĕрентессипе ĕçлетпĕр. Икĕ ушкăнрисем те пирĕн патра вĕренсе тухнă хыççăн малашне инженер специальноçне Чăваш патшалăх университетĕнче тата ял хуçалăх академийĕнче экзамен тытмасăр тата тÿлевсĕр вĕренме пултараççĕ. Вĕренĕве 3-мĕш курсран пуçлаççĕ.

Пирĕн студентсен кунти пурнăç условийĕ пĕртте начар мар. Кунне виçĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантаратпăр. Общежитире пурăнмалли вырăнсем пур. Çавăн пекех çул çинче çÿреме проездной валли укçа паратпăр.

Пирĕн пата вĕренме килес кăмăллисем 8 (83547) 2-23-44 телефон номерĕпе шăнкăравлама е сайта пăхса пĕлме пултараççĕ. Хисеплĕ яш-кĕрĕм, сире хамăр патăмăра хапăл туса кĕтетпĕр.

Р. ИЛЛАРИОНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика