Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххин те çитменлĕх, начаррин те курмалли пурах

25 мая 2011 г.

Лайăххин те çитменлĕх, начаррин те курмалли пурах

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕсем кашни уйăхрах иртеççĕ. Кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ вĕсенче. Ку хутĕнче вара майăн 20-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ канашлăва вырăнсене тухса ирттерме шутларĕç. Çĕр хут илтиччен пĕр хут хăвăн куçупа курни лайăхрах тесе ахальтен каламан вĕт. Ытти ял тăрăхĕсенче пулса курнă май кашнин валли курмалли-вĕренмелли, усăлли тупăнать. Хăв мĕн тунине те критикăлла хак паратăн.

12 ял тăрăхĕнче пулса курчĕç çав кун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем. Мĕн тухса тăрать-ха куç умне чи малтанах. Никамшăн та çĕнĕлĕх мар пулин те, малтанах ял урамĕсен тасалăхĕн, йĕркелĕхĕн, тирпейлĕхĕн ыйтăвнех хускатма тивет. Нумай çĕрте урамсенче йĕркеллĕ çул çуккипе пылчăкра çăрса пĕтернĕ. Вĕсене типĕ çанталăкра грейдерпа та пулин тикĕслесе тухмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çавна аса илтерчĕ. Хăш-пĕр подряд организацийĕсем хăйсене çирĕплетсе панă çулсене кирлĕ пек пăхса тăмаççĕ. Хĕллехи вăхăтра та ку ыйту патне пĕр хут кăна мар таврăнма тивнĕ. Çавăнпа та кун пеккисенчен çирĕпрех ыйтма тивет. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ пулсан вара вĕсемпе малашне килĕшÿсем тума та кирлĕ мар.

Кунсăр пуçне çынсен кирпĕчи, вак чулĕ, хăми, вутти-шанки, ытти строительство материалĕ урам хушшинче йăваланса выртни куçа варалать. Уйрăм хуçалăхра строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра çакна ăнланма пулать-ха. Анчах та ку «пурлăх» хăш чухне çавăнтах «тымар ярать». Чуманкасси, Уйкас Янасал, Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче, ытти çĕрте те кун пек урамсем çук мар-ха. Çав вăхăтрах Юнкă ял тăрăхĕнчех ялсенчи тасалăхпа йĕркелĕх çине ытларах тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе ялсенче шыв цистернисем вырнаçтарса тухма та май çитернĕ. Ярославка ял тăрăхĕнче те çу кунĕсем çитсе килнĕ май пушар хăрушсăрлăхĕ пирки манмаççĕ: ялсенче шыв цистернисем те пур, каçхине дежурство тăрассине те йĕркеленĕ.

Вырăнти ыйтусене татса парас ĕçе депутатсене, старостăсене, ял çыннисене ытларах явăçтарма тăрăшмалла. Пуçаруллă çынсем пулни савăнтарать. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Матьăк ялĕнче акă хăйсен вăйĕпех 100 пин тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем пурнăçласа пĕве тунă. Вăрманкассинче А.К. Кириллов хăйĕн çурчĕ патĕнче бассейн йĕркеленĕ.

Пуçаруллă ĕç тĕслĕ-хĕсем ытти çĕрте те çук мар. Акă Турай ял тăрăхĕнче территорисене тирпей-илем кĕртес, пĕвесемпе плотинăсене кирлĕ шайра тытса тăрас ыйтусене куç ытамĕнчен вĕçертмеççĕ. Уйкас ялĕнче вара кивĕ кĕлет çурчĕсене сÿтсе ял йĕри-тавра хÿме тытса çавăрнă. Строительство материалĕсем те ал айĕнчех, ял хăчĕ те урăхларах. Тĕрĕссипе вара ытти çĕрте те юхăнса ларакан кун пек çуртсем сахал мар.

Орининсенчен те вĕренмелли çук мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.С. Волков каласа панă тăрăх 16 ялтан 12-шĕнче кирлĕ йĕрке туса çитернĕ. Ытти çĕрте те тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ. Çынсен активлăх çук мар. Кашни хуçалăхранах пуçтарнă 500-шер тенкĕ укçапа юсав ĕçĕсене те тăваççĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, ветерансем валли парнесем те туянаççĕ.

Москакасси ял тăрăхĕнчи Мăрсакасси ялĕнче пурăнакансен пуçарулăхĕ вара пурне те интереслентерсе ячĕ. Ял хушшинчи тарăн варта вĕсем сад лартса ÿстересшĕн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н. Матросов çакна шанать. Унти йывăçсене касма пуçăннă ĕнтĕ. Сăмах май ку ял иртнĕ çул яллă вырăнта ĕçе йĕркелессипе грант çĕнсе илме пултарнă.

Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă пĕчĕк предприятисене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те çитсе курчĕç пуçлăхсем. Юнкă ял тăрăхĕнчи «ВаСем» ООО ĕçĕ-хĕлĕ пурне те кăмăла кайрĕ. В.С. Кондратьев пахча çимĕç çитĕнтерессипе ĕçлет. 3 теплицăра купăста калчи ÿстерет. Ăна акса тума Голландире туса кăларнă 2 миллион та 600 пин тенкĕ тăракан оборудовани туяннă. Кăçал купăста 20 гектар çинче, çĕр улми 120 гектар лартма палăртать. Сăмах май çĕр улми лартасси вĕçленсе пырать ĕнтĕ.

Мăн Сĕнтĕрти пластик чÿречесем туса хатĕрлекен «Корина» предприятире, шалти ĕçсен ветеранĕ М.А. Бычков Ильинкăра туса лартнă «Юман» комплексра пулса курни те усăсăр мар.

Ильинка тенĕрен ку территорире аваллăх палăкĕсемпе унпа çыхăннă вырăнсем сахал мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем чăвашсен чи ватă юманĕ, паллă вăрманçă Б.И. Гузовский хăй лартнă 100 çулхи çĕпĕр лиственници патне, унăн кил-çурчĕ пулнă вырăна та çитсе курчĕç. Ку территорирех Чăваш Енри пĕртен-пĕр шыв сикки тата ытти интереслĕ вырăнсем те пур.

Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çав кун Уйкас Янасал ял тăрăхĕн территорийĕнчи чăвашсен пĕрремĕш «Хыпар» хаçатне никĕслекенĕн Н.В. Никольскийăн паркĕнче пулса унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, Катькас ял тăрăхĕн территорийĕнче Шатракассинчи православи чиркĕвĕнче пулчĕç.

Район центрĕ вара территорисене тирпей-илем кĕртессипе пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Çулленех çуркунне вăл çĕнĕ тум тумланать тейĕн. Кăçал та Муркаш урамĕсенче 9 пин чечек лартса хăварнă. Ку ĕç малалла пырать. Тавралăх тирпейленсе илемленсе пынипе пĕрлех çынсен культура шайĕ те ÿссе пыни сисĕнет.

Канашлу итогĕсене Хорнуй ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕмлетрĕç. «Паян вырăнсенче пулса курни никамшăн та усăсăр мар,– палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн пĕтĕм-летÿ сăмахĕнче.– Пурин валли те курмалли, вĕренмелли пур. Кунпа пĕрлех мĕн туса çитерейменни те уçăмланчĕ. Çакă кулленхи ĕçре пулăшу пулĕ кăна».

В. ШАПОШНИКОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика