Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Массажăн усси пысăк

18 мая 2011 г.

Массажăн усси пысăк

Паянхи кăларăм хăни – Муркашри тĕп больницăра вăй хуракан Н.Ф. Куликов врач.

– Йĕркесĕр апатланни, хусканусăр ларни тата вăй парса сахал ĕçлени, стресс, çав хушăрах пурнăç питĕ хăвăрт улшăнни... – пĕтмпех пирĕн организмра çамрăклах тĕрлĕ чир-чĕр аталантарать. Юлашки çулсенче остеохондрозпа, радикулитпа, юн тымар чирĕсемпе аптăрани, хĕрарăмсем ача çуратайманни, арçынсен ар вăйĕ чакни ытларах тĕл пулма пуçларĕ. Анчах та нумайăшĕ хăйсен чир сăлтавĕ çурăм шăмминче пулнине чухламасть те. Çапла вара сăлтавне мар, вăл мĕн пуçарнине сиплеççĕ. Чирсен 70 проценчĕ çурăм шăмминче «пытаннă».

Çурăм шăммине юсаса организма чиртен сыватассинче халĕ те тухăç ăсчахĕсем авал пухса хатĕрленĕ сĕнÿсене тĕпе хураççĕ. Сиплевĕн пĕр енĕ – массаж. Çак тĕлĕшпе пирĕн районти тĕп больницăра «Каспи» массаж кравачĕпе усă кураççĕ. Ăна шăпах маларах асăннă ăсчахсен сĕнĕвĕсем тăрăх хатĕрленĕ те.

Çак кравать çурăм шăммипе юнашар вырнаçнă активлă точкăсене тата çурăмпа хырăмăн çемçе тĕртемне массаж тăвассине пĕрлештерсе тăрать. Çак икĕ меле тухăçра пурăнакансем авалах «пĕр туна çинчи икĕ чечекпе» танлаштарнă.

Тĕрлĕ неврозсем, нерв тытăмĕн, юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсем чухне массаж уйрăмах пысăк усă кÿрет. Массаж чир-чĕртен сывалма пулăшнипе пĕрлех организма канма парать, вăй хушать.

Çурăм шăммипе юнашар вырнаçнă çут çанталăк точкисене массаж туни миме патне юн пырса тăрассине лайăхлатать, йĕркене кĕртет. Массаж стрессене çĕнтерме те, пуç ыратнинчен хăтăлма та май парать.

Кĕлетке виçи ытлашши чухне те массаж тума сĕнеççĕ. Массажпа пĕрлех спорт занятийĕсене тăтăш çÿрени тата тĕрĕс апатланни малтанхи виçе патне тавăрмасть. Хырăма массаж туни çав вырăнти мышцăсене çирĕплетет, ытлашши пухăннă çăва организмран кăларма пулăшать.

Пĕр сăмахпа каласан нумай чир-чĕре хирĕç кĕрешессинче массаж вăйлă пулăшу парать.

«Каспи» массаж кравачĕ çурăм шăммине туртăнтарма та (вытяжка) май парать. Ăна çыннăн çулне пăхмасăрах тума пулать. Ачасен çурăм шăмми тÿрĕ пултăр, вĕсем лайăх вĕренччĕр, ÿсчĕр тесен массаж тумалла. Ватă çынсене массаж туни организма кăшт çамрăклатма, шăмă тĕртĕмне çирĕплетме пулăшать. Вăтам ÿсĕмрисен те тĕрлĕ чир сахал мар.

Массажăн ырă енĕсем чылай. Районти тĕп больницăра Кăнтăр Корейăра туса кăларнă «Каспи» массаж кравачĕпе ăста врачпа медицина сестрисем ĕçлеççĕ. Сиплев тÿлевлинчен хăраса ÿкмелле мар, мĕншĕн тесен хакĕ вăтам. Усси вара вăл хакран чылай пысăк. Çапла Н.Ф. Куликов врач патне (ĕç кунĕсенче 13 сехетчен) çырăнса канашлама пултаратăр. Массаж туни сирĕн организмшăн парне пулĕ, сире хаваслă кăмăл-туйăм парнелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика