Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçра-и, хурлăхра-и – справка вăхăтра илмелле

11 мая 2011 г.

Савăнăçра-и, хурлăхра-и – справка вăхăтра илмелле

Пурнăçра кашни çыннăнах тĕрлĕ самантсем пулаççĕ – савăнмалли те, хурланмалли те: пĕрисен ача çуралать, теприсем вара çывăх çынпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашаççĕ. Анчах та çакăн пек лару-тăрура та ЗАГС пайĕнчен кирлĕ справка илме манмалла мар.

Кун пирки тĕплĕнрех каласа пама район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхне Е.Л. ИВАНОВĂНА ыйтрăмăр.

– Елена Львовна, ача çуралсан е çын вилсен ЗАГС пайĕнчен справка миçе кун хушшинче илме пымалла;

– Çын вилнĕ хыççăн е вилнĕ çыннăн кĕлеткине тупнă хыççăн ЗАГС пайĕнчен справка илмелле. Нумайăшĕ справкăсем патне кая юлса килет. Çакна пĕлменнипе ăнлантараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн вара çын вилнĕ хыççăн е вилнĕ çыннăн кĕлеткине тупнă хыççăн темле пулсан та виçĕ кун хушшинче пирĕн пайран справка илмелле.

Ача çуралнине ĕнентерекен хут илессине те саккунпа палăртнă. Çак ĕçе пурнăçлассине пепке çуралнă хыççăн пĕр уйăхран кая хăвармалла мар.

– Ачасем пирки сăмах пулчĕ пулсан иртнĕ тăватă уйăхри кăтартусемпе паллаштарсамăр. Миçе ача çуралнă; Çемьесем тата мĕн чухлĕ чăмартаннă;

– Ачасем асăннă тапхăрта пĕлтĕрхинчен ытларах çурални савăнтарать. Акă иртнĕ тăватă уйăхра районта 133 ача кун çути курчĕ пулсан пĕлтĕр ку хисеп 121-пе танлашнăччĕ. Муркаш, Москакасси, Çатракасси, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Ярапайкасси, Оринин ял тăрăхĕсенче ачасем ытларах çуралнă. Çав хушăрах, сăмахран, Ярославка ял тăрăхĕнче пĕлтĕрхи тапхăрта тăхăр ача çуралнă пулсан кăçал пĕрре кăна.

Çынсем вилнин хисепне те танлаштарса пăхма пултаратпăр. Кăçалхи январь – апрель уйăхĕсенче пурнăçран 188 çын уйрăлнă пулсан пĕлтĕр 22 çын ытларах пулнă.

Çĕнĕ çемьесем пĕлтĕрхинчен çиччĕ сахалрах йĕркеленчĕç – пурĕ 48. Çемье арканни пирки те каламасăр хăвармалла мар пулĕ. Кăçал 16 мăшăр уйрăлчĕ. Пĕлтĕр вара ку хисеп 34-па танлашнăччĕ.

– Нумай ачаллă çемьесен хисепĕ тата мĕнле шайра; Халĕ вĕсене паракан пулăшу татах та ытларах: амăш капиталĕ те, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси те.

– Çак тапхăр пирки калас пулсан виççĕмĕш е хыççăнхи ача пурĕ 29 çуралчĕ. Вăл шутран 4-мĕш ача – виçĕ çемьере, 5-мĕш ача – пĕр çемьере, 6-мĕш ача – пĕр çемьере. Пĕлтĕр çак тăватă уйăхра çирĕм çемьере виççĕмĕш ача çуралнă, пилĕк çемьере – тăваттăмĕш. Çапла вара нумай ачаллă çемьесен йышĕ те ÿсет.

– Тавах.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика