Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулез чирĕнчен асăрханмалла

11 мая 2011 г.

Туберкулез чирĕнчен асăрханмалла

Туберкулез чирне социаллă чир тесе ахаль каламаççĕ. Çак чире çаклатасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Апла унран асăрханасси те. Çак тĕлĕшпе паянхи сĕнÿсем районти тĕп больница фтизиатрĕнчен О.В. МИХАЙЛОВĂРАН:

«Сывлăх» наци проекчĕ çынсене юрăхлă, пахалăхлă тата техника енчен лайăх аталаннă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине тĕп вырăна кăларса тăратать. Çапла çеç сывлăх сыхлавĕнчи ыйтусене татса пама, çынсем чирлессине чакарма, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май пур-çке.

Пирĕн районта çак тĕллеве пурнăçлассипе çыхăннă пĕр пай вăл «Муркаш районĕнче 2008-2011 çулсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене асăрхаттарасси тата вĕсене хирĕç кĕрешесси» тĕллевлĕ программа пурнăçланса пыни. Çак программа тĕрлĕ енлĕн ĕçлесе пырать. Программăн пĕр енĕ вара туберкулез чирне тупса палăртассипе, ăна сиплессипе тата ăна хирĕç кĕрешессипе çыхăннă.

Кăçал та районти тĕп больница март – апрель уйăхĕсенче «Шурă ромашка» акци ирттернине маларах пĕлтернĕччĕ. Мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать-ха ун хыççăн;

Пĕр уйăх хушшинче 2500 çын флюорографи тишкерĕвĕ витĕр тухрĕ. Акци вăхăтĕнче икĕ е ытларах çул флюорографи тăманнисене явăçтарма тăрăшрăмăр. Çак тапхăрта сывлав органĕсен туберкулезĕпе чирлĕ 5 çынна тупса палăртма май пулчĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ туберкулез микробактерийĕсене кăларса тăраканнисем.

Шел пулин те пĕр тĕслĕхре чир вăрах тапхăр пыни палăрчĕ. Апла пулсан вăл çыннăн чылай вăхăт хушши сипленме тивет.

Туберкулез чирĕнчен сыхланасси кашни çынран хăйĕнчен килет, унăн пурнăç условийĕсенчен. Çавăнпа та кашни çыннăн йĕркеллĕ апатланмалла. Ачасен апатланăвне кирлĕ шайра тытса тăрасси – ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ.

Эрех-сăра ĕçни, пирус туртни туберкулез патне илсе пыракан сиенлĕ йăласем пулнине кашнинчех калатпăр. Анчах çакна ăса хывакансем пурпĕр сахал. ВИЧ-инфекциллисемпе, наркомансемпе çыхăну тытакансен те чирлес хăрушлăх пысăк. Апла пулсан сиенлĕ йăласемсĕр пурăнни чиртен сыхланмалли тепĕр мел пулнине манмалла мар.

Туберкулезпа чирлĕ е чирлĕ маррине пĕлме флюорографи меслечĕ пулăшать. Çакăн пек тĕпчевсене 15 çула çитнĕ çамрăксенчен пуçласа тăваççĕ. Çак вăхăта çитменнисене Манту реакцийĕпе тĕрĕслеççĕ. Апла ку тĕрĕслевсенчен те пăрăнса юлмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика