Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кĕввиллĕ Муркашри Самар чăвашĕ

11 мая 2011 г.

Чăваш кĕввиллĕ Муркашри Самар чăвашĕ

Вăл е ку артист сцена çине тухсан чи малтан хăйне епле тытнипе, юррипе, юрлама пĕлнипе киленетпĕр. Çапла вĕт; Чылай чухне вара çав юрра «çуратакансем» çинчен пĕлмесĕрех юлатпăр. Чуна тыткăнлакан сăвă авторĕ, çав йĕркесене илемлĕ кĕвĕпе çунат параканĕ кам; Кун пирки шутламастпăр та тепĕр чух. Тĕрĕссипе вара вĕсемсĕр çав артист сцена çине ку юрăпа тухаймастчĕ те, хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерейместчĕ те. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче каçхи концертра та яланхи пекех Муркашри «Расна» халăх ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ куракансене. Юрăçисем те чуна килĕшмелле юрлаççĕ, ташăçисенчен те куç илес илмест. «Раснана» мĕн йĕркеленсе кайнăранпах килĕштерчĕ куракан. Унти чăваш халăх юррисем те, ташă çеммисем те урăхларах, илемлĕрех янăраççĕ. Хăйне евĕрлĕхĕпе чуна тыткăнлаççĕ вĕсем. Вĕсене паянхи майлă илемлетекенĕ вара шăпах Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2005 ç.), Оринин тăрăхĕнче пурăнакан Валерий Ильдяков. Асăннă коллектив ертÿçи пулнă май вăл халăх юратăвне ан çухаттăр тесе сахал мар тимлеме тивет унăн. Коллективпа тăрăшни сая каймасть вăл. 2006 çулта «Расна» Чулхулара иртнĕ «Раççейĕн асамат кĕперĕ» фестивале хутшăнчĕ, диплома тивĕçрĕ.

Паян Валерий Петровича таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Муркаш тăрăхĕнче вара ăна «Раснана» йĕркеличчен чылай маларахах пĕлме пуçларĕç. 1991 çултан пуçласа паян кун та Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» халăх ансамблĕнче баянист пулса ĕçлет. Çак хушăра мĕн чухлĕ юрă кĕвĕлемерĕ-ши; Мĕн чуль ташăпа сюита валли илемлĕ çемĕ «çуратмарĕ-ши; «Лапкас ташши», «Тăххăрла», «Орининла», «Палантай» ташăсем, «Сикеч кÿл кĕввисем», «Варук», «Юрату кĕперĕ» тата ытти сюитăсем валли. Коллектив Тюмень облаçĕнче те, Пушкăрт, Тутар Республикисенче, Самар облаçĕнче те савăнтарма ĕлкĕрчĕ хăйĕн пултарулăхĕпе. Иртнĕ çул вара Беларусь Республикинче те пĕлчĕç Муркаш тăрăхĕнчи «Шуракăш» пирки. Вĕсене хапăл туса кĕтсе илсе çав тери кăмăллăн ăсатрĕç унтан. Асăннă коллективăн ячĕ-сумĕ сарăлни вара кунта нумай çул хормейстер пулса ĕçлекен Владимир Александров, балетмейстер пулса ĕçлекен Сергей Каликов, Валерий Ильдяков баянист пултарулăхĕпе уйрăлми тачă çыхăннă.

Баян тенĕрен, мĕн хăйне пĕлме пуçланăран варах Валерий Ильдякова пурнăçра купăс сасси вăй парса тăрать. Куйбышев (Самар) облаçĕнчи Похвиçне районĕнчи Анат ялне (1961 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче çакăнта çуралнă вăл) юлашки вăхăтра час-час кайса çÿреймесен те пурнăç кĕвви ун унтанах, тăван ялтанах пуçланчĕ. Хăть мĕнле уяв пулсан та пĕчĕк Валерие унта амăшĕ пĕрле илсе каятчĕ. Ывăлĕ музыкăна килĕштернине амăшĕ мĕнле ан систĕр-ха; Куçĕсем вара, куçĕсем купăс çинчен каймастчĕç. Çак тÿмесенчен мĕнле-ха çавăн пек илемлĕ кĕвĕ тухма пултарать вара; Çак тата ытти ыйтусем кунран кун канăç пами пулчĕç ăна. Тытса пăхас килетчĕ купăсне, выляса пăхас килетчĕ.

Ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ-кĕчех. Валерин пĕчĕк юбилейне – 10 çул тултарнă тĕле ашшĕпе амăшĕ Петр Ивановичпа Елена Филимоновна ăна чăн-чăн купăс парнелерĕç. Ывăлĕ çак парнене курсан ниçта кайса кĕрейми савăнчĕ. Купăса алла илмесĕр пĕр кун та иртместчĕ. Вăл вăхăтра паллă юрăсен кĕввине кăларма тăрăшатчĕ вăл. Хăшĕ пулатчĕ, хăшĕ пулмастчĕ. Хăй вара çав тери савăнатчĕ. 7 класра чухне амăшĕ Валерие район центрĕнчи музыка шкулне вĕренме ячĕ. 1977 çулта баян класĕнчен вĕренсе тухать Валерий.

Чăваш кĕввине юратни ăна çав çулах Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине илсе çитерет. Ачасен музыка шкулĕнче вĕреннĕ чухнех «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ;» юрра грампластинкăпа кунне миçе хутчен итлемен пулĕ; Пурнăç çулне урăх мĕнпе те пулин çыхăнтарма-и унта; Шăпах çав вăхăтра шутларĕ те Валерий: «Шупашкара музыка училищине каймалла».

Унта вĕреннĕ çулсем вара (1977–1981 çулсем) пĕр сисĕнмесĕрех иртсе каяççĕ. Пултаруллă специалиста тÿрех Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне баянист пулса ĕçлеме яраççĕ. Коллективпа пĕрле Рига, Таллин, Вильнюс, Кишинев, Орел, Тула, Курск тата ытти хуласене гастрольпе тухса çÿрерĕç.

Салтак тумне тăхăнсан та юратнă ĕç çумран каймарĕ. Куйбышеври ПриВО юрăпа ташă ансамблĕнче иртет унăн салтак пурнăçĕ.

1985 çулта вара Валерий Ильдяков «Сувар» халăх ансамблĕн баянисчĕ пулса тăрать. Мĕн чухлĕ пулмарĕ-ши асăннă коллектив çĕр-шыв тăрăх гастрольте; Мĕн тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнмарĕ пулĕ; Дмпломĕсене шутласа та кăлараяс çук пулĕ. Çак ăнăçура вара Валерий Петровичăн тÿпи те çителĕклех. Мĕн чуль ташă валли кĕвĕ çырмарĕ пулĕ вăл; Уйрăмах халăхра вăл çырнă кĕвĕллĕ «Лапти и заслонка», «Девичья плясовая», «Мужской танец», «Сельская молодежь», «Виръял хĕрĕ», «Ахаяс» ташăсене юрататчĕç. 1989 çулта «Сувар» Венгрире те пулчĕ. Çавăн пекех Кремльти съездсен керменĕнче те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ куракансене.

Халĕ те астăваççĕ-ха, юратаççĕ Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ Валерий Ильдяков кĕвĕленĕ «Тăван хуламăр Шупашкарăм», «Силпи чечекĕ», «Сан куçусем» тата ытти юрăсене. Çамрăксен театрĕн репертуарĕнчи «Пăнтăр-пăнтăр балалайка» (1988), «Таркăн» (1989), К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕ лартнă «Çитăр качаки» спектакльсенче те Валерий Ильдяков композитор кĕвĕленĕ юрăсем янăратчĕç.

Паян та Муркашри Самар чăвашĕ каçсерен илемлĕ кĕвĕ тĕнчинче çĕнĕ çемĕсем шырать. Чуна тунсăх пусса килсен лирика тĕнчи тăрăх тухакан çулçÿрев чунне канăç кÿрет.

Сăвва та, кĕвве те халь ларса çыратăп-ха теме çук. Шалтан тухмасан çав илемлĕх туйăмĕ, пĕр йĕрке те, пĕр нота та кирлĕ пек пулмасть.

– Кĕвĕ чуна хăçан килессине чун хăех сисет, туять, – тет Валерий Петрович хăй кун пирки. – Чунра юрату пулсан кĕвĕ пуçа килетех. Пурнăçа юратсан, çывăх çынсене юратсан. Юрату пĕлтерĕшĕ анлă вĕт. Сăмахпа каласа парайми, нихçан алла тытма çук сăмахпа каласа парайми асамлăха юратмалла çыннăн, ун патне вĕçĕм туртăнмалла.

Чуна йывăр чухне вара Валерий Петровича амăшĕн сăнарĕ пулăшать.

– Аннеçĕм, эх, эс çумра пулсанччĕ, тетĕп те – чуна темле çăмăл пулса каять. Хама анне пулăшнине, вăл çумрах пулнине туятăп, - ассăн сывлать Валерий Петрович.

Унтан эпĕ, эсир кашниех çитĕнсе çитсен кăна ăнланакан шухăша каласа хурать:

– Ача чухне анне, атте нихăçан та пирĕнтен уйрăлассăн туйăнмастчĕç. Вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле пулассăн туйăнатчĕ. Хăйсем çук чух вĕсем пире мĕн тери кирлине, вĕсем çитменнине чун-чĕрепе нихçанхинчен ытларах ăнланатăн.

Туртса ярать те çакăн пек чуна тунсăх пуснă вăхăтра баянне Валерий Ильдяков, йывăр шухăшсем хăйсемех пĕчĕккĕн сирĕлеççĕ асамлă кĕвĕ тухса пынăçем. Çавăн пек чухне вара ăна хăйĕн пĕтĕм пурнăç ĕмĕчĕ çитнĕ пек туйăнать: «Чăваш юрри-кĕвви ĕмĕрех янăратăрччĕ», – тет Валерий Петрович. Чăваш кĕвви мĕн тери илемлине çитĕнекен ăрăва шăпах халăх юрри-кĕввин асамлăхĕ урлă кăтартма тăрăшать те В. Ильдяков. Чăваш юррисене, халăх юррисене илемлетессипе те нумай ĕçлет вăл. Çак ĕçре ăна килте мăшăрĕ Тамара тата икĕ хĕрĕ Росинăпа Кристина пулăшса пыраççĕ, хăйсен юратăвĕпе, ăнланăвĕпе. Денис мăнукĕ вара кукашшĕ чĕрçи çине кĕрсе ларать те – чуна татах та лайăх пулса каять. Кукашшĕн ĕç пÿлĕмĕнче унпа пĕрле нумай вăхăт ирттерет ача.

Апла пулсан Валерий Петровичăн ĕмĕчĕ пурнăçланать. Мăнукĕ унăн пултарулăхĕпе интересленет. Вăл çырнă, илемлетнĕ кĕвĕсене халăх юратса йышăнать. Апла пулсан пурнăçа илемлĕ кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарни ахаль пулмарĕ: çитĕнекен ăру ăша хывса çав илемлĕ чăваш кĕввин çеммипе ÿсет. Çав илемлĕ кĕвĕре вара – атте-анне пире парнеленĕ хаклăхсем: пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, йывăр чухне пĕр-пĕрне пулăшмалли, телей укçара пулманни...

Валерий Петровичăн çак нимле усал вăй çĕнтереймен илемлĕ кĕвĕ тĕнчинчи çулĕ такăр пултăрччĕ, пултарулăх ĕçĕ ăнса пытăр малалла та.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика