Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли хăватпа ĕçлеççĕ

11 мая 2011 г.

Тулли хăватпа ĕçлеççĕ

Çулпа çул пĕр килмест теççĕ те кăçалхи çут çанталăкăн та хăйĕн уйрăмлăхĕсем. Çакна çĕр ĕçченĕ асра тытса уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕ.

– Пирĕн патăмăрта ĕçлекенсем никам та паянхи кунпа пурăнмасть. Акă çур акине хатĕрленме те кĕркуннех пуçларăмăр, хĕл кунĕсенче тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Çавăнпа та паян пирĕн техника хирте, ĕç условийĕсем паллă, сĕрмелли-çунтармалли материалсем çителĕклĕ. Ĕçре сиксе тухакан кашни шăйрăках вăхăтра пĕтересси – пирĕн умри тĕп тĕллев, – терĕ Владимир Николаевич Королев электрогазосварщик. Эпир çитнĕ чух вăл «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин мехпаркĕнче тимлетчĕ. «Кунта кашни ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пур. Йăлтах асра тытаççĕ те çанă тавăрса ĕçлеççĕ, çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ», – вĕлтлетрĕ пуçра шухăш.

Механизаторсемпе калаçнинчен техникăна ĕçе хатĕрлесси фабрикăра йывăр ыйту пулманни палăрчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçе хатĕрленĕ тракторсем те палăртнă графикпа 100 проценчĕпех техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç.

...Эпир электрогазосварщикпа калаçнă хушăра кÿршĕри трактор кĕрлесе ĕçлесе ячĕ. Фабрикăн кăçал кĕрхи культурăсене 260 гектар çинче апатлантарса нÿрĕк тытса хăвармалла. Çуртрисем 300 гектар йышăнĕç. Вăл лаптăксенче вара иртнĕ кĕркуннех çĕртме сухи туса хăварнă.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика