Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Зарницăпа» «Орленок» вăййисем иртеççĕ

11 мая 2011 г.

«Зарницăпа» «Орленок» вăййисем иртеççĕ

Эрне кун, майăн 13-мĕшĕнче, район администрацийĕн çурчĕ умĕнче районти çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт ăмăртăвĕсем уçăлаççĕ. Икĕ куна тăсăлакан вăйăсене районти пур шкултан та хутшăнаççĕ. Кăçалхи вăйăсене пысăках мар улшăнусем кĕртнĕ. Пĕрремĕш кунне шкулсенчи «Зарница» командисем, иккĕмĕш кунне «Орленок» тата çарпа патриот клубĕсен командисем вăй виçĕç. Кăçалхи финал вăййисенче ачасен палаткăсенче шăнма тивмĕ: икĕ кунĕнче те вĕсем килĕсенчех çĕр каçĕç. Конкурссем «Сывлăх» ФСК умĕнче, Муркаш шкулĕнче тата Малиновка лесничествин территорийĕнче иртмелли паллă.

Тахçантанпах пыракан вăйăсем кашни шкул ачинех килĕшеççĕ. Ачасем «Вăй тата çаврăнăçулăх», «Шывра ишесси», «Теори блокĕ» тата ытти нумай-нумай конкурсра хăйсене тĕрлĕ енчен тĕрĕслеме пултараççĕ-çке. Кăçалхи çул çамрăксене валли çĕнĕ конкурссем те хатĕрленĕ. Вĕсен шутĕнче «Сочи – 2014» тата «Космонавтика çулталăкĕ» ятлисем те.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи çарпа патриот клубĕсем хушшинчи чи вăйлă та хастар команда, «Зарница» тата «Орленок» командисем республика вăййисенче район чысне хÿтĕлеме тивĕç пулĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика