Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Анчах-ха таврăнчĕç фронтран...»

11 мая 2011 г.

«Анчах-ха таврăнчĕç фронтран...»

Çулсем иртеççĕ, анчах пирĕн асаттесем тунă паттăрлăх хакĕ çулсерен ÿссе пырать. Ачаччĕ эпир, яшчĕ, фронтовиксен хисепĕ вара сумлăрахчĕ. Анчах вăхăт хăйĕннех тăвать. Ăнланатпăр çакна, çавăнпа паян пурăнакан кашни фронтовик тĕлĕшпех ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр.

Иртнĕ тунти кун та район центрĕнче халăх йышлă пулчĕ. Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 9845 ентешĕмĕртен 5491-шĕ çапăçу хирĕнчен киле таврăнайманни – пирĕн паянхи мирлĕ пурнăç хакĕ. Çĕнтерÿпе таврăннисем те, юрăри пек каласан, анчах-ха таврăнчĕç фронтран... Çакна уяв митингĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов уйрăммăн палăртса хăварчĕ:

– Çулсен утăмĕ шелсĕр. Паян районта Аслă вăрçă участникĕсем 90-ăн пурăнаççĕ. Вĕсемпе танлаштарнисем тепĕр 10 çын. Салтак арăмĕсем те 10-ăн кăна. Вĕсем паянхи мирлĕ пурнăçшăн вута та, шыва та кĕнине шутласан тимлĕрех пуласчĕ пирĕн вĕсем тĕлĕшпе яланах. Çав çулсенчи хăрушă тăшмана çĕнтернĕ халăх паянхи йывăрлăхсем умĕнче те пуç усмасса шанатăп, – терĕ Юрий Александрович.

Муркашсене ЧР Президенчĕ, ЧР Правительстви енчен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе республикăри патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче паянхи çамрăксем те ашшĕсемпе аслашшĕсен паттăрлăхне сÿнме паманнине Афганистан, Чечня тĕслĕхĕсемпе çирĕплетрĕ:

– Паттăрлăх вăл çухалмасть. Аттесемпе асаттесем фашизма хирĕç тăрса çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçа эпир те çăмăллăнах алăран вĕçертмĕпĕр. Çакна шанса аслă ăрурисем паян лăпкăн çывăрма пултараççĕ, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Владимир Павлович.

Савăнăçлă уяв шкулсенчи çарпа патриотика клубĕсен отделенийĕсен парачĕпе, «Çĕнтерÿ» паркĕнчи палăк умне чĕрĕ чечексем хунипе вĕçленчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика