Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аборт сиен кÿмесĕр иртмест

04 мая 2011 г.

Аборт сиен кÿмесĕр иртмест

Паянхи социаллă демографи лару-тăрăвĕнче аборт ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăрать. Раççейре çак операцие тума 1920 çулта саккунлă ирĕк панă. Паян вара мĕн чухлĕ аборт тунипе, ун хыççăнхи йывăрлăхсене пула хĕрарăмсем пурнăçран уйрăлнипе çĕр-шывра халăх сывлăхне сыхласси мĕнле шайра пулнине те хаклама пулать.

Чылай хĕрарăм çие юлнă хыççăнах аборт тунине сиенлĕ тесе хакламасть. Вĕсен ăшĕнчи тепĕр çыннăн чунĕ кĕмен-ха тесе шутлаççĕ вĕсем. Ку вара пачах та апла мар.

Ăсчахсем акă мĕн çирĕплетеççĕ. 18 кунран пурнăç тĕввин (зародыш) чĕре тапнине туйма пулать иккен. 7 эрнерен унăн шалти органĕсем йĕркеленеççĕ, 10 эрнерен вара унăн пĕтĕмпех пур – организмĕ çуралнă ачанни пекех. 13 эрнере вăл пуçне те пăрма пултарать, тĕрлĕ хусканусем те тăвать, пит-куçа тĕрлĕрен вылятать, пÿрнине ĕмет. Аборт тăвас текен хĕрарăм вара ăна пурнăçран уйрăлтарать.

Аборт туни сиенлĕ-и; Нумай çамрăк хĕрарăм çапла ыйтать. Аборт тăвакансен малашнехи сывлăхĕ, амăш пуласси иккĕленÿллĕ. Çак операци хыççăн çие юласси урăх пулмасан та пултарать. Хыççăн ача çуратасссипе çыхăннă йывăрлăхсем пулаççĕ.

Çулсеренех тĕнчери пин-пин хĕрарăм аборт тунă хыççăн инвалид пулса юлать, урăх ача та çуратаймасть.

Çак операцие тума килĕшнĕ хĕрарăм хăйне нумай вăхăта айăплă туять, лăпкă тĕлĕксем курманнипе аптрама пултарать. Упăшка патне те сивĕрех туйăмсем çуралма пултараççĕ. Аборт хыççăн çемье арканни те час-часах пулать.

Аборт пĕр йĕрсĕр иртмест, вăл яланах хăрушă тата сиенлĕ. Хĕрарăмсен чир-чĕрĕсем те нумай чухне аборт тунă хыççăн пуçланаççĕ: амалăхпа çыхăннисем те, мастопати те, шыçă чирĕсем те...

Çавăнпа та пĕр пысăк сĕнÿ – сыхланмалла. Çакăн пирки, хисеплĕ хĕрарăмсем, нихăçан та ан манăр. Халĕ майсем çителĕклĕ. Врачсемпе канашлама ан вăтанăр. Ку вăл – пирĕн пурнăç, пирĕн ачасен пурнăçĕ. Больницăсенче çемье планлама пулăшакан пÿлĕмсене ахальтен йĕркелемен. Вĕсен пулăшăвĕпе туллин усă курмалла.

Н. ЛОБАЧЕВА,

аслă категориллĕ врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика