Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Спортпа туслă пулăр, вара сывлăхлă пулатăр»

04 мая 2011 г.

«Спортпа туслă пулăр, вара сывлăхлă пулатăр»

Çулсеренех майăн 1-мĕшĕнче районта çуллахи спорт сезонне уçаççĕ. Кăçалхипе 7-мĕш хут ку ăмăрту Муркаш райпо парнисене çĕнсе илессишĕн иртрĕ. Муркашри искусство шкулĕн ачисем пурне те илемлĕ ташăпа саламланă хыççăн спорт уявне хаваслă лару-тăрура уçнă май райпо Канашĕн ертÿçи Б.В. Андреев ăмăртăва хутшăнакасене ăнăçу сунчĕ.

Пуçтарăннисене пурне те Çуркуннепе Ĕç тата çак кун йĕркеленĕ спорт уявĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ. Ăмăрту Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн иртнĕ май ветерансем çĕнсе илнĕ мирлĕ пурнăçра пирĕн тăрăшса ĕçлемеллине, вĕренмеллине тата спортпа туслă пулмаллине палăртрĕ Юрий Александрович.

– Çуллахи спорт сезонне лайăх кăтартусемпе пуçлар та, вĕçлессе те пысăк çитĕнÿсемпе вĕçлемелле пултăрччĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ю.А. Иванов хамăр районти В. Егорова, В.Соколова, Н.Охотникова, П.Трофимов паллă спортсменсем тата ыттисем пекех спортра çĕнтерÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Чăваш Республикин Президент Администрацийĕ, Чăваш Республикин Правительстви ячĕпе Муркашсене виççĕлле уявпа Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев саламларĕ. Муркашсене республикăра пур енĕпе те çĕнсе илнĕ ырă ята малалла та çÿлте тытса пыма ырă сунчĕ. Çавăн пекех вăл республикăра çурхи ĕçсем, килти хушма хуçалăхсенче те ĕç пуçланнине палăртрĕ.

– Апла пулин те спортпа туслă пулма вăхăт тупма тăрăшăр,– терĕ Владимир Павлович.

Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен 8-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн ертÿçин çумĕ О.И. Андреев Муркашсем Република, Раççей спорт аталанăвĕнче пысăк тÿпе пулнине палăртрĕ. Вера Соколова ав Раççейĕн хĕллехи чемпионатĕнче çĕнĕ, халиччен никам туман рекорд тума пултарчĕ. Н. Охотникова Раççей, Европа чемпионатне, Пĕтĕм тĕнчери универсиадăна хутшăнма хатĕрленет.

– Çитĕнÿсем тума вара Муркашсем пĕлеççĕ, – ăмăртура ăнăçусем сунчĕ Олег Иванович.

Уява пуçтарăннисене çавăн пекех тĕнче класлă спорт мастерĕ Н. Охотникова, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин саламларĕç.

Ăмăрту «Сывлăх» ФСК хыçĕнчи чупав трасси çинче иртрĕ. Эстафетăна хутшăннă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 тĕп шкултан Тойкилтĕсем çĕнтерчĕç. Кашмашсемпе Шатракассисем хыççăнхи парнеллĕ вырăнсене тухма пултарчĕç.

Çак кун 400 метрлă дистанцире пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 14 вăтам шкул команди вăй виçрĕ. Чи малтан дистанцие Ярапайкасси команди вĕçлерĕ. 2 вырăна Калайкасси, 3 вырăна Муркаш шкул командисем йышăнчĕç.

Физкультура коллективĕсен 6 командинчен чи çаврăнăçулли «Свобода» хуçалăх команди пулчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн командипе Катькас ял тăрăхĕн командисем 2 тата 3 вырăн хуçисем пулса тăчĕç.

Çемье командисем те илем кÿчĕç ăмăртăва. Хорнуй ял тăрăхĕнчи Тойкилтĕри Светланăпа Эдуард Васильевсен çемйипе нихăш те танлашаймарĕ. Ăмăртăва хутшăннă 10 çулхи Виола пиччĕшĕпе иккĕшĕ те ашшĕпе амăшĕ пек спортра маттур пулма тăрăшаççĕ иккен. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Маринăпа Сергей Романовсем те Николай ывăлĕпе хутшăнчĕç ăмăртăва, 2 вырăн йышăнчĕç. Муркаш ял тăрăхĕнчи Алевтинăпа Сергей Рожковсем 3 вырăна тухма пултарчĕç. Эстафетăна Никита ывăлĕпе хутшăнчĕç вĕсем.

Çĕнтерÿçĕ-командăсем пурте куçса çÿрекен кубока, дипломсене тата 2 пин тенкĕлĕх тавар илме май паракан сертификата тивĕçрĕç.

2 тата 3 вырăн хуçисене вара дипломсем, 1,5 тата 1 пин тенкĕлĕх тавар илме май паракан сертификатсем пачĕç. Ăмăртăва хутшăнакансенчен кашниех медаллĕ пулчĕ.

Спорт ăмăртăвĕнчен ветерансем те айккинче юлмарĕç. Эстафетăна хутшăннă 8 ветерантан арçынсем хушшинче малти виçĕ вырăна И.В. Воробьев (Оринин ял тăрăхĕ), М.А. Романов (Муркаш ял тăрăхĕ), Ю.М. Спаскин (Муркаш райповĕ) йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен ăмăртăва хутшăннă пĕртен-пĕр хĕрарăм-ветеран А.Ф. Анисимова (Çатракасси ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕ. Александра Федоровна çавăн пекех ăмăртăва хутшăннă чи аслă ветеран (71 çулта) пулнăран парнене-сертфиката (500 тенкĕлĕх) тивĕçрĕ. Эстафетăна хутшăннисенчен чи кĕçĕнни пулнă май Муркаш ял тăрăхĕнчи 6 çулхи Артем Андреев та 500 тенкĕлĕх тавар илме май паракан сертификата тивĕçрĕ.

– Спортпа туслă пулăр, вара сывлăхлă пулатăр, – терĕ вăл уçă сассипе.

Кунпа Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи, ăмăрту хуçи Б.В. Андреев та килĕшет. 50 çултан иртнисемпе пĕрле Борис Васильевич хăй те чупрĕ.

– Çăвĕпе пурăнмалăх, ĕçлемелĕх хавас кăмăл, вăй-хал çитет халь, – терĕ вăл финиша çитсен.

Эппин умри тĕллевсене пурнăçламалли çеç юлать.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика