Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

04 мая 2011 г.

Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитнине уявличчен шутлă кунсем юлчĕç. Хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ-ха; Çакăн пирки сăмах пынă уява хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна комитет председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Ю. Тарасова ертсе пынă.

нче митинг ирттересси. Ун пирки Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин каласа панă. Уяв валли уйăракан вырăн майăн 5-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пулать. Сценари пирки калас пулсан митинг уçăличчен СССР спорт маçтăрне В. Шалтыкова асăнса велоспорт енĕпе Муркаш – Уйкас Янасал маршрутпа спортсменсем старт илеççĕ. Уяв ирттернĕ чухнех çамрăк армеецсен парачĕ пулĕ. Унта çарпа патриотика клубĕсем 5 тата Муркаш лицейĕнчи кадетсен класĕ хутшăнаççĕ. Уяв мероприятийĕсем майăн 9-мĕшĕнче каçхине те пулĕç. Кăнтăрла хăйсен пултарулăхĕпе ачасем, каçхине вара художество пултарулăх коллективĕсем савăнтарĕç. Уяв мероприятийĕсем фейерверкпа вĕçленеççĕ.

Уяв кунĕнче вырăнсенче ирттерекен митингсенче ветерансене район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем саламлĕç. Культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева палăртнă тăрăх ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем уяв мероприятийĕсем ирттерессипе рекомендацисем илнĕ ĕнтĕ. Муркашра та, ытти ял тăрăхĕсенче те ветерансене киле пырса саламлассине йĕркелеме пăхнă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова вăрçă ветеранĕсемпе вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсем валли парнесем хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Çак пархатарлă ĕçре Ачасен районти пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем пуçарулăх кăтартнă. Вĕсем вăрçă ветеранĕсем, тăлăх арăмсем, тыл ĕçченĕсем валли асăну парнисем, сувенирсем хатĕрленĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе вăрçăн 101 ветеранĕ, вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсем 10-ăн, тыл ĕçченĕсем 1287 çын пурăнаççĕ.

Майăн 6-мĕшĕнче ветерансен районти канашĕн тата старейшинăсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ иртет.

Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тăвассипе хатĕрленÿ ĕçĕсем пур учрежденисенче те анлă сарăлнă. Районти музейсенче Çĕнтерÿ кунне халалланă экспозицисене çĕнетеççĕ, çĕннисене йĕркелеççĕ. Библиотекăсенче тематика выставкисем ĕçлĕç. Кунпа пĕрлех Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă фильмсем кăтартĕç. Шкулсенче «Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен кĕнекесем вулатпăр» акци иртет, ÿкерчĕксен, сочиненисен, сăвăсен конкурсĕсем пулаççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан хатĕрленÿ ĕçĕсем анлă сарăлнă. Лару итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май Л.Ю. Тарасова вăрçă ветеранĕсем уяв кунĕнче хăйсене чăннипех те паттăрсем пек туйччăр тесе пĕтĕмпех тумаллине палăртнă. Çак туйăм вĕсенче яланлăхах юлтăр. Ветерансемшĕн, тăлăх арăмсемшĕн, тыл ĕçченĕсемшĕн вĕсен паттăрлăхĕ пирки манманни, çамрăксем вĕсемпе танлашма тăрăшни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика