Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур, Калайкассисем

04 июня 2011 г.

Маттур, Калайкассисем

Майăн 27-мĕшĕнче хăвăрт утас енĕпе республика Кубокĕн 3-мĕш тапхăрĕ Етĕрнери Советски салинче иртнĕ. Куллен çитĕнÿсем тăвакан районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем кунта та ырăпа палăрнă. В. Моисеев тренер патĕнче ăсталăха туптакан Е. Петухова 1-мĕш, М. Иванова 2-мĕш, Е. Яковлев 2-мĕш, Г. Замятин 3-мĕш, А. Пайкова 1-мĕш вырăнсем çĕнсе илме пултарнă.

Маларах, майăн 23-25-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ Атăлçи тата Урал вĕренекенĕсен спартакиадинче те В. Моисеев тренерăн воспитанникĕ Рудольф Петрухин та (халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет) пысăк çитĕнÿ тунă. 1500 метрлă дистанцире вăл иккĕмĕш пулнă, 3000 метрлă дистанцире çĕнтерÿçĕ пулса Раççей гран-при финалне тухма пултарнă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика