Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăх – çитес хĕл кунĕсемшĕн

04 июня 2011 г.

Пахалăх – çитес хĕл кунĕсемшĕн

Çитес кунсенчех ял хуçалăхĕнче «симĕс ĕç çи» пуçланĕ. Çакă пулас тупăш валли çирĕп никĕс хывмалли самант. Унпа тулăхлă усă курса юлăпăр-и? Çак ыйту ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăх тытакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ăна шута илсе район хаçачĕн сотрудникĕ А. БЕЛОВ районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветлабораторинчи выльăх тухтăрĕпе А.А. КАЗАКОВА химик-токсикологпа тĕл пулчĕ. Калаçу никĕсне вара выльăхсем валли уяр кунпа усă курса янтăланă апата вăхăтра тĕрĕслессине хутăмăр. Ĕç çине шут виçипе çеç мар, пахалăх тĕлĕшпе те пăхмалла. Апат виçи сумлах курăнмасан та пахалăх тивĕçлĕ шайра пулсан пысăк продуктивлăх кĕттермĕ. Кун пек чух ял хуçалăх производство кооперативĕсен те, килти хушма хуçалăхсен те экономика тĕрекленĕвĕ те куç кĕрет.

– Алина Александровна, районта «симĕс ĕç çи» пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ку вăхăтра пахалăх ыйтăвне мала тăратни пĕлтерĕшлĕрех пулмалла пек. Паха апат – выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантармалли никĕс. Çапла вĕт?

– Хирĕçлеместĕп, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрремĕш кун ĕçлемен çыншăн вăл каламасăрах паллă. Ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнчи паянхи тĕп тĕллев – выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсене пахалăхлă пурнăçласси. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен те, килти хушма хуçалăх тытакансен те малашлăха шанчăклăн пăхма янтăлакан апат пахалăхне Муркашри ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеттерме пулать. Хакĕсем пысăк мар. Вĕсемпе эсир лабораторире тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

– Тĕрĕслев йĕркипе кĕскен паллаштармăр-ши?

– Паянхи кун Муркашри ветеринари лабораторийĕнче хĕл валли хатĕрлекен утăна, силос-сенажа нумай кăтартупа тĕрĕслетпĕр. Пахалăха анлăрах тĕрĕслеттерес тесен апат тĕслĕхне Çĕрпÿри агрохимцентра та ăсатма пулать. Пирĕн патăмăрти хаксемпе интересленекенсене çакна калатăп. Утăн пĕр партине 6 енпе тĕрĕслеттерме пĕтĕмĕшле 88 тенкĕне, симĕс масса – 88 тенкĕне, сенаж-силоса 11 тĕспе тĕрĕслеттерме 172 тенкĕне ларать. Манмалла мар, хатĕрленĕ выльăх апатне тĕрĕслеве пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче комиссипе илмелле. Ун йышĕнче хуçалăхри агроном, зоотехник, ветеринари ĕçченĕ тата ферма заведующийĕ пулмалла. Выльăх апачĕ хатĕрлесси тата унăн пахалăхĕшĕн явап тытасси – пĕрлехи ĕç.

Апат-çимĕçре каротин, протеин тата ытти тутлăхлă япаласен хисепĕ мĕнлине пĕлес тесен тĕрĕслев партийĕсене апата хатĕрленĕ май экспертизăна вăхăтăн-вăхăтăн тăратсах пымалла. Тĕслĕхрен, утă ури тусанах е килти хушма хуçалăхра утăна пуçтарса кĕртсенех яваплă çынсен унăн пахалăхне тĕрĕслеттересси пирки шутламалла. Сенаж-силоса вара пĕрремĕш тĕрĕслеве траншейăна хупас умĕн илсе пымалла, хыççăн – хупнăранпа пĕр уйăх иртсен, виççĕмĕш хут – хĕлле ăна выльăхсене çитерме пуçласан. Эпир кашнинчех апатри нÿрĕкпе каротин тата протеин виçине курса унăн класноçне палăртатпăр. Йывăрри нимĕн те çук темелле, анчах хăш-пĕр хуçалăхсем çак ĕç çине çиелтен пăхаççĕ.

– Килти хушма хуçалăхри çумăр курман утта перекетлĕ мар тесе те калаççĕ.

– Çумăр курнă утăна паха апат тесе калама манăн чĕлхе çаврăнмасть. Нумай чухне хăшĕсем хĕвелпе çумăр айĕнче чылай выртса пахалăхне çухатнă курăка капана хывсан е аслăк çине хăпартсан та утă хатĕрлерĕмĕр тесе хăйсене лăплантараççĕ. Çапла майпа каротинпа ытти тутлăхлă япаласене пĕтернĕ хыççăн туни кăна юлнă утăпах вĕсем выльăхсен продуктивлăхне ÿстересси пирки калаçаççĕ. Ял çыннисем ĕне сĕт сахал парать тени çакăнта тымар янă та ĕнтĕ. Ку тĕслĕхпе малалла калаçни те ытлашши. Апат пахалăхне пĕлни продуктивлăха планлама май панине шута илсен тĕрĕслевсем ирттерме каякан пысăках мар укçа-тенкĕ вуншар хут пысăкрах калăпăшпа каялла таврăнать.

– Сенаж-силос хатĕрлеме те хăйĕн технологийĕ. Кун пирки эсир уйрăм калаçу ирттерме хирĕç мар-и; Тата паянхи калаçăва вĕçлесе мĕн калама пултаратăр?

– Тĕрĕс ыйту хускататăр. Паха сенаж-силос пирки çулленех нумай калаçатпăр. Кунта хăйĕн технологийĕ пулнă май уйрăм калаçу ирттерни вырăнлăрах та пулĕ. Эпир ăна хирĕçлеместпĕр.

Ĕнесен сĕт продуктивлăхне çÿллĕ шайра тытма тата вĕсен пăруламалли тапхăрне йĕркеллĕ ирттерме – рацион пахалăхĕ тĕп вырăнта. Ĕнесен сĕт продуктивлăхĕ çÿллĕ шайра пуласси вĕсене епле тăрантарнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Тулăх рацион пулмасан çителĕклĕ сĕт пирки шутлама та тăмасть. Кунашкал чух ĕнесен сывлăхĕ те пĕлмелле мар улшăнма пултарать. Ĕнесен мастит, урасен чирĕсем, хĕсĕр юлни, ацидоз, сĕт антараслăх чакни палăрма пуçлаççĕ. Апат ирĕлессипе организм тутлăхлă япаласемпе çителĕклĕ усă курасси çине рационри минераллă веществосен шайлашăвĕ витĕм кÿрет. Апатсенчи тутлăхлă япаласен хутшăнăвне пĕлни организмри япаласен ылмашăвне кирлĕ пек тытса пырса выльăхсенчен илекен продуктивлăха çÿллĕ шайра тытма пулăшать. Пирĕн калаçу, куратăр вĕт, каллех апат пахалăхне тĕрĕслеттересси патне пырса тухрĕ.

Сăмахăма вĕçлесе хамăн тĕп сĕнĕве парас килет. Выльăх апачĕ хатĕрлекенсем унăн пахалăхне тĕрĕслесе тăрассипе пирĕнпе тачă çыхăнса тăрасса эпир шанса тăратпăр. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ пулсан пахалăх та пулĕ, производство та ÿсĕ, экономика та вăйланĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика