Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăл кулăпа çеç çиçчĕр ачасем

04 июня 2011 г.

Йăл кулăпа çеç çиçчĕр ачасем

Июнĕн 1-мĕшĕнче пур ял тăрăхĕнче те Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă уявсем иртрĕç. Ĕç хыççăн çак кун район администрацийĕн çурчĕ умне ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те питĕ йышлăн пуçтарăнчĕç. «Ачасем яланах хаваслăн кулччăр» ятпа иртнĕ уява килнĕ ачасем тискер чĕр чунсемпе сăн ÿкерттерчĕç, батут çинче сиксе-ярăнса савăнчĕç. Теттесем сутакансем патĕнче те кĕпĕрленсех тăчĕç вĕсем. Хăйсем мĕн тери телейли çинчен вара асфальт çине тунă сăн ÿкерчĕкĕсенче каласа пачĕç.

Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене, пуçтарăннисене пурне те чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ. Вăл юлашки вăхăтра çĕр-шывра ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе нумай ĕç тунине палăртрĕ.

– Муркаш районĕ пирĕн пысăк çĕр чăмăрĕн пĕр пĕчĕк кĕтесĕ кăна пулсан та ав мĕн чухлĕ ача чупать паян уявра, – терĕ вăл. – Çулталăк пуçланнăранпа кăна кăçал нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿсрĕ: тата тепĕр 35 çемье 3 тата ытларах ачаллă пулса тăчĕ.

Юрий Александрович ачасене çу кунĕсене хаваслă ирттерме, садикран тухнисене вара 1 класран пуçласах лайăх паллăсемпе вĕренме ырă сунчĕ.

Чăваш Республикин Президент Администрацийĕ тата Правительстви ячĕпе Муркашсене Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев саламларĕ. Вăл юлашки çулсенче кăна Чăваш енре ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене пулăшмалли 10 саккун йышăннине палăртрĕ. Муркашра пурăнакан Колесниковсен çемйине 0,06 га лаптăк çĕре çурт ларма тÿлевсĕр майпа харпăрлăха илме право паракан сертификат пачĕ. Людмила Алексееевнăпа Владимир Николаевич çемйинче 6 ача.

Пĕтĕмпе вара кăçалхи 5 уйăхра, ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.Л. Иванова каланă тăрăх, 162 ача çуралнă. Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун кăна ЗАГС пайĕнче 4 арçын ачапа 2 хĕр ачана регистрациленĕ. Уявра Çатракасссинчи Елена Михайловнăпа Юрий Алексеевич Кожевниковсене ывăлĕн Сергейăн çурални çинчен калакан свидетельствине пачĕç.

Муркаш ял тăрăхĕнче пурăнакан Галина Вячеславовнăпа Олег Валерианович Лоцмановсен халĕ 3 ача ĕнтĕ. Пĕчĕк Настенька ашшĕпе тата амăшĕпе пĕрле уява хăйĕн пĕрремĕш документне илме «килнĕ».

Елена Львовна июнĕн 1-мĕшĕнче хăйсен çуралнă кунĕсене паллă тăвакан 7 ачана парнесем пачĕ.

Пуçтарăннисене уяв ячĕпе çавăн пекех ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Чăваш Республикинчи Муркаш районĕ тăрăх уполномоченнăйĕн территорири представителĕ, «Муркашри чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă обществин ертÿçи Н.Г. Ванеркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин саламларĕç.

Çак кун уява килнĕ ачасенчен кашниех пылак парнене тивĕçрĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ, «РГС-Поволжье» - «Главное управление по Чувашской Республике» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн филиалĕн Муркашри страхлакан уйрăмĕн ертÿçи В.И. Вязов 3 боксера страхлани çинчен калакан свидетельствăна, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ И.В. Павлова «Солнышко» тата «Путене» ача сачĕсене парнесем пачĕ.

Мĕн тĕрлĕ ăмăрту иртмерĕ пулĕ уявра. «Чи хитре ача кÿми», ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнакансем парнеллĕ пулчĕç. «Чи хитре велосипед», «Супер-роллер» конкурссене те ачасем хаваспах хутшăнчĕç. «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçи А.Н. Куликов вĕсене пурне те çуллахи каникул тăршшĕпех бассейна тÿлевсĕр çÿреме ирĕк паракан абонементсем парнелерĕ. Çамрăк боксерсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Кăçал ача садĕнчен 250 ача тухрĕ. Садик выпускникĕсен балĕ иртрĕ уявра.

Çавăн пекех «Ольга» парикмахерски (О.А. Афанасьева), «Свадебный салон» (Л.А. Колесникова) пулăшнипе ачасен прическисене, каçхи уяв платйисене демонстрацилерĕç.

Уявра Муркашри искусство шкулĕн, «Солнышко», «Путене», «Мечта» ача сачĕсен воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Уяв ачасен дискотекипе вĕçленчĕ. «Расна» эстрада ушкăнĕ ачасен юррисене юрларĕ. Юлашкинчен тÿпене шарсем çĕкленчĕç, ачасен кăмăлне татах та хăпартрĕç.

Уява ирттерме пулăшнă спонсорсене те асăнса хăварасах килет: «Муркашри чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă обществи (ертÿçи Н.Г. Ванеркин), Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б.В. Андреев, «МСО «Моргаушская» акционерсен хупă обществи (ертÿçи В.Н. Семенов), «Рынок «Моргаушский» (директорĕ Е.Н. Субботин), «Блиц» такси (А. Кириллов), «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн «Молодая гвардия» организацийĕ.

Л. ТУКТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика