Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ăру тĕл пулăвĕ

01 июня 2011 г.

Виçĕ ăру тĕл пулăвĕ

Кăçал Йÿçкасси шкулĕнчен вĕренсе тухакан 18 яшпа хĕршĕн çак кун яланлăхах асра юлмалли самант пулчĕ. Нумаях пулмасть вĕсем çавра сĕтел хушшинче асăннă шкултан 25 тата 50 çул каялла вĕренсе тухнисемпе тĕл пулчĕç.

Район администрацийĕ ячĕпе выпускниксене район администрацийĕн пуçлăхĕ, кунти шкултан 1973 çулта вĕренсе тухнă Ю.А. Иванов саламларĕ, Йÿçкасси çĕрĕ Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн гражданĕсене сахал мар ÿстернине палăртрĕ.

Йÿçкасси шкулне 1961 çулта вĕренсе пĕтернĕ, Муркаш райĕçтăвком председателĕ, 1990–1993 çулсенче РСФСР Аслă Совечĕн халăх депутачĕ, 1985–1991 çулсенче Етĕрне парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, 1994–2001 çулсенче Етĕрне район пуçлăхĕ пулнă Л.С. Софронов паян шкултан вĕренсе тухакансемшĕн чăннипех те хавас пулнине, вĕсем пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупасса шаннине пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех Л.С. Софроновпа пĕр класра вĕреннĕ пултаруллă геодезист, республика Строительство министерствин сметăпа договор пайĕн пуçлăхĕнче, çавăн пекех республика Экономика министерствинче чылайранпа ĕçленĕ А.И. Ильин, 1961 çулхи выпускниксемех Шупашкарти промышленность тракторĕсен завочĕн инженер-металлургĕ, самбо енĕпе спорт маçтăрĕн кандидачĕ тата тренерĕ А.Н. Никитин, Р.Г. Винокуров врач та хальхи выпускниксене ăнăçусем сунчĕç.

1986 çулхи выпускниксем ячĕпе пуçламăш классен учительници А.Ф. Александрова, районти тĕп больница медсестри Л.В. Васильева сăмах каларĕç. Хальхи выпускниксем те хăйсен ĕмĕчĕ-тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. 1964 çулхи выпускник, «Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов тата ыттисем хăйсен шкул çулĕсене аса илчĕç.

Хыççăн вара виçĕ ăру представителĕсем «Ударник» хуçалăхпа тĕплĕнрех паллашрĕç: уй-хирте, фермăсенче пулчĕç, Вăрманкассинче музейра пулса курчĕç.

А, Иванов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика