Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕннишĕн тăрăшасси ăмăртуран пуçланать

01 июня 2011 г.

Çĕннишĕн тăрăшасси ăмăртуран пуçланать

Йывăрлăхсем умĕнче алă усмалла марри пирки, çакă кăна Чăваш Республикине мал туртăмлă аталану çулĕ çине илсе тухма пултарасси çинчен Чăваш Республикин Президенчĕпе М. Игнатьевпа Правительство пуçлăхĕ О. Макаров аса илтерсех тăраççĕ. Çак чăнлăха ăнланнисен производство аталанăвĕ малалла кайни те кулленхи пурнăçра яр уççăнах курăнать.

– Пирĕн хуçалăхсен хăйсем тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ пуррине шута илсе вăй хумалла. Паян Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Исетерккĕри выльăх-чĕрлĕх комплексне хăйсен ĕçне чунпа парăннă ĕçченсем пухăнни пирки манăн пĕр иккĕленÿ те çук. Ытти профессисене хисепленипе пĕрлех сирĕн ĕç мирлĕреххи те пĕлтерĕшлĕреххи пулнине палăртассăм килет. Сирĕн çăмăл мар ĕçĕре пула пирĕн сĕтелсем çинче кулленех аш-какайпа сĕт-çу пур. Куншăн сире пысăк тав! – терĕ ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата техник-осеменаторсен çулленхи ырă йăлана кĕнĕ районти конкурсне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Аркадьевич Калинин. Хăйĕн кĕске сăмахĕнче вăл районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн утăмĕсемпе, ĕçченсен ÿсĕмĕсемпе, усă курнă патшалăх пулăшăвĕпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ.

Кăçалхи 4 уйăхра районти пĕтĕм харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче пурĕ 13033 тонна сĕт суса илнĕ. Вăл шутран 2846 тонни – ял хуçалăх предприятийĕсенче. Аш-какай туса илесси 1595 тоннăпа танлашнă, 23969,5 пин штук çăмарта илме пултарнă.

– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен конкурсне çуллен ирттересси пирĕн районта ырă йăлара. Çак ăмăртăва хутшăнакансем çинче паянхи йывăрлăхсем те, ыранхи çитĕнÿсем те, шанчăк та. Эсир çакна тивĕçлипе ăнланасса шанатпăр. Шанчăка ĕçри кăтартусемпе çирĕплетессе кĕтетпĕр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.

Муркаш енри выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсен уявне иртнĕ эрне кун, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев та хутшăнчĕ.

– Эсир пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни, çĕнĕлĕхсене алла илсе ĕçре малалла туртăнни савăнтарать. Сирĕн ĕç пĕтĕм агропромышленность комплексĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Сĕт пахалăхĕ те, выльăхсен продуктивлăхĕ те сирĕн алăра. Тĕллевлĕ вăй хурсан, умри плансене пурнăçлама патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курсан эсир ĕçре татах та пысăкрах ÿсĕмсем тума пултарасси иккĕлентермест. Уявăн усси пулмалла, мĕншĕн тесен кунта район, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн экономикине малалла уттаракан ĕçченсем пухăннă, – терĕ конкурса пухăннисене ăнăçу сунса Владимир Павлович.

Пуçлăхсем каланине никам та хирĕçлемерĕ, хирĕçлеймĕ те. Юлашки çулсенче Раççейре агропромышленноç комплексне аталантарассипе ятарлă проект-программа ĕçлет. Вăл вара ял хуçалăх предприятийĕсене, ялта пурăнакансене çĕнĕ аталану çулĕпе тимлеме вăй парать. Çĕнĕлĕх ку таранччен пурнăçланă ĕçсем çине ял çыннисене çĕнĕлле пăхма хистет. Çавна май пурнăçри улшăнусем кашнин умнех çирĕпрех тĕллевсем лартнине, çĕнĕ ĕç мелĕсем алла илме, производствăна çĕнĕ технологисем кĕртме хавхалантарнине пурсăмăр та курса тăратпăр. Ку лайăх, анчах кун йĕркинче темĕнле проект-программа пулсан та конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ малти вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсен мал туртăмлăхне аталану çулĕ çинче пурнăçпа тан илсе пырас тĕллевпе район администрацийĕ çулленех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерессишĕн яваплă пулса тăракан техник-осеменаторсен конкурсне ирттерет. Кăçал та çак ырă пуçару кун йĕркинче пулнă.

Палăртнă вăхăта ăмăрту участникĕсем, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхсăр пуçне, йышлă пухăнса çитрĕç. Кашниех вăхăт пуррипе усă курса Исетерккĕсен фермипе, кунти ĕç условийĕсемпе паллашрĕ, хăйсем патĕнче пурнăçа кĕртме май пуррине шырарĕ. Палăртмалла, район шайĕнче ирттернĕ çакнашкал ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăнма кăмăл туманнисем нумай çухатрĕç. Паллах унти ĕçченсем конкурса килес теменнине ĕненес килмест, анчах мĕн каласа е каламасăр «çăлăнчĕç-ши» хуçалăх ертÿçипе зооветспециалистсем; Ыйтăвĕ пур, анчах хуравĕ çук. Çакă çеç пурне те паллă, ку çулпа кайса йывăрлăхсене çĕнме çук. Ăсталăх вара ăмăртура туптанать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çĕннине алла илмесĕр аталану ик телейлĕ пулнине палăртрĕ. Çĕннине алла илесси конкурсра курăнать те ĕнтĕ. Акă Исетерккĕри сĕт ферми çу кунĕсем пуçланчĕç çеç пулсан та паянах çитес хĕл кунĕсене хатĕр. Фермăна тасатнă, шуратнă, дезинфекци ĕçĕсем пурнăçланă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăнпа сĕт фермин хĕле хатĕр сарайĕсене кĕрсен кунти тасалăх тыткăна илет. Унти хĕвел çутипе тулнă пÿлĕмсем кунти ĕçченсем хăйсен ĕçĕ çине ответлăха туйса пăхни, вĕсем ĕçре тирпейлĕхе мала хуни, çаксем пĕрле ăнăçу никĕсĕ пулни курăнать.

...Ăмăртăва килнĕ техник-осеменаторсемпе машинăпа ĕне сăвакан операторсем комплекс ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ушкăна-ушкăна пайланса кăтартрĕç. Кашни номинацирех ăмăрту çивĕч пулчĕ. Уйрăммăн илсен конкурса килнĕ дояркăсемпе доярсем малтан теори пĕлĕвне кăтартнă хыççăн жюри членĕсем умĕнче сĕт сумалли аппарата хăвăртрах сÿтсе пуçтарассипе тата ĕне сăвассипе, техник-осеменаторсем хăйсен ĕç йĕркипе тата ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес культура пĕлĕвĕпе ăмăртрĕç.

– Конкурса ирттерме çуллен хутшăннăран тата тăтăшах жюри членĕ пулнăран ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсен пĕлĕвĕ ырă еннелле улшăнни курăнать. Тăтăшах çак конкурса хутшăнакансен мал туртăмлăхĕ яр уççăн палăрать, – терĕ конкурссем вĕçленсе пынă май районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин пуçлăхĕ, патшалăхăн районти тĕп ветеринари инспекторĕ Н. Яковлев. Специалист çапла хак пани – конкурсăн чи курăмлă енĕ. Конкурса хутшăнакансем ăмăртăвăн нихăш енĕпе те çухалса кайманни вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем пулнине çирĕплетрĕ кăна.

– Хамăр ĕçе пĕлетпĕр тата юратса ĕçлетпĕр пулсан мĕншĕн пирĕн çĕнтерÿçĕсен картлашки çине хăпармалла мар-ха; – ыйтуллăн калаçрĕ «Ударник» хуçалăхăн Вăрманкассинчи сĕт ферминчен килнĕ çамрăк оператор Наталья Николаевна Семенова каçхи сăвăма вĕçленĕ хыççăн. Иккĕмĕш çул дояркăра вăй хуракан хĕрарăм иртнĕ çул хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен 5 пин килограмм ытла сĕт суса илнĕ. «Тĕллевлĕ ĕçлесен хамăр хуçалăхри В. Трофимова доярка хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕнерен 7022 килограмм сĕт суса илнĕ кăтартăва пирĕн те парăнтарма майсем пур», – терĕ малашлăх планĕсем пирки ыйтсан Наташа.

Каçхи сăвăмпа вĕçленнĕ конкурс çĕнтерÿçĕсене çапла пайларĕ. Çамрăксем хушшинче «Ударник» хуçалăхран килнĕ Наталья Николаевна Семеновăна çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче «Герой» хуçалăхра ĕçлекен Светлана Геннадьевна Ершова тата Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Регина Иосифовна Смирнова.

Тĕп дояркăсем хушшинче Суворов яч. хис хуçалăхри Н.Е. Журавлевăпа «Свобода» хуçалăх доярки М.И. Майорова хушшинче хăйне евĕр чăн-чăн ăмăрту пулчĕ. Надежда Евгеньевна хăйĕн пултарулăхне ытларах кăтартрĕ, конкурс условийĕсемпе 97 балл пухма мехел çитерчĕ. Виççĕмĕш вырăнта Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Татьяна Валерьевна Тимофеева.

Арçын доярсем хушшинче «Ударник» хуçалăхри Николай Иванович Александров уйрăм парнене тивĕçрĕ.

Техник-осеменаторсем хушшинче иртнĕ ăмăртура кăçал та иртнĕ çулхи пекех «Ударник» хуçалăхри Валентина Алексеевна Димитриевăна çитекенни пулмарĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн вăй хурать маттур хĕрарăм. Хăйĕнчен те, пĕрле ĕçлекенсенчен те çирĕп ыйтма пĕлекенскер 100 ĕне пуçне 87 пăру илни нумайăшĕшĕн тĕллев пулса тăрать. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче Суворов яч. хис. хуçалăхри Фаина Николаевна Максимовăпа «Свобода» хуçалăхри Алина Геннадьевна Ишакова.

Кăçалхи конкурсра пысăк стажлă ĕçченсене чыслассине кун йĕркине кĕртнине те ăмăртăва пынисем ырласа йышăнчĕç. Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем хушшинче çак хисепе «Оринино» хуçалăхра 28 çул дояркăра ĕçлекен Галина Пантелеймоновна Ковалева, техник-осеменаторсенчен «Путь Ильича» агрофирмăри Калерия Петровна Димитриева тивĕçрĕç.

Яра куна тăсăлнă конкурс ăнăçлă иртрĕ. Вăл районти выльăх пăхакансем хушшинче маçтăрсем, хăйсен ĕçне чунĕпе парăннисем сахал мар пулнине кăтартрĕ. Конкурса хутшăнакансене Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика