Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ кăткăс, ответлăхĕ пысăк

08 июня 2011 г.

Ĕçĕ кăткăс, ответлăхĕ пысăк

Районта паян социаллă хÿтлĕх ĕçне-хĕлне Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин икĕ органĕ – районти социаллă хÿтлĕх пайĕ тата «Çынсене социаллă пулăшу паракан Муркашри центр» республика патшалăх учрежденийĕ пурнăçлаççĕ. Хăйсем туса ирттерекен ĕçсем пирки районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Нина Пантелеевна ПЕТРОВА каласа пама кăмăл турĕ.

– Социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисем – çынсен уйрăм категорийĕ. Вĕсене компенсацисемпе, пособисемпе, субсидисемпе вăхăтра тата йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăни епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Хăйсем çинче мĕнле ответлăх пулнине пирĕн патра вăй хуракансенчен кашниех лайăх ăнланать.

Ачаллă çемьесене пулăшасси патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Акă çак вăхăта пособи илсе тăракан ачасем 4261 шутланаççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен ашшĕ-амăшне 8454,3 пин тенкĕ тÿленĕ.

Пур ачан та тулли çемьере, ашшĕ-амăшĕн хÿттинче ÿсме май килмест. 47 ача шăпи хальхи вăхăтра опекунсемпе попечительсен аллинче. Вĕсем те патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмаççĕ. Кун пеккисене республика бюджетĕнчен 1561,3 пин тенкĕ уйăрса парса пулăшнă.

17 ашшĕ-амăшĕ 26 ачана хăйсен çемйине пăхса пурăнма йышăннă. Вĕсем те хÿтлĕх пайĕ урлă пособи илсе тăраççĕ. Çак тĕллевпе ун пеккисене 615,65 пин тенкĕ уйăрса панă. Вĕсене ачасем пăхса пурăннăшăн ĕç укçи шучĕпе пĕтĕмпе 275,83 пин тенкĕ тÿленĕ.

Ĕçре шутланман хĕрарăмсене çие юлнăшăн тата çуратнăшăн республика бюджетĕнчен пособи тÿлеме 37,44 пин тенкĕ уйăрнă. Ăна илекенсем кăçалхи 5 уйăхра 44 хĕрарăм пулчĕ.

Ĕçлемен хĕрарăмсене ача çулталăк çурăна çитиччен пособи тÿлеме укçа уйăрассине федераллă бюджетра пăхса хунă. Çав тĕллевпе 372 ачашăн 4969,46 пин тенкĕ уйăрса панă ĕнтĕ. Ача çуралсан пĕр хут паракан пособи шучĕпе 59 ачашăн 673,34 пин тенкĕ уйăрнă.

Ĕçсĕррисене пытарма каякан тăкаксене саплаштарасси те пирĕн урлах пулса пырать. Çулталăк пуçланнăранпа 43 çынна пытарма 179,3 пин тенкĕ уйăрса патăмăр.

Хваттерте пурăннăшăн тата коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн тÿлеме субсиди илсе тăракансем те сахал мар. Кун пеккисем пĕтĕмпе 466 çын. Вĕсене иртнĕ 5 уйăхра пĕтĕмпе çак тĕллевпе 1381,4 пин тенкĕ парса пулăшнă.

Социаллă хÿтлĕхе тивĕçлĕ çемьесенчи ачасене сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене ярассине манăçа кăлармастпăр. 2011 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне кун пек лагерьсенче 12 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетрĕ. Халĕ татах 12 ача социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă тĕрлĕ лагерьсенче каннипе пĕрлех сывлăхне те çирĕплетет.

«Çынсене социаллă пулăшу паракан Муркашри центр» республика патшалăх учрежденийĕнче 9992 пенсионер учетра тăрать. Вăл шутран Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем 110, вăрçăра вилнĕ салтак мăшăрĕсем 391, тыл ĕçченĕсем 1287, ĕç ветеранĕсем 4501, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем 38. Çак категорисенчи çынсене районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă кăçал 34311,31 пин тенкĕлĕх çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕччен пурăнакан 529 ватă çынна учета илнĕ. Вĕсенчен 108-шне социаллă ĕçченсем килĕсенче пăхса тăраççĕ.

Çак тапхăрта пирĕн пата тĕрлĕ енлĕ социаллă пулăшу ыйтса 823 ватă çынпа инвалид пычĕ. Вĕсенчен 9-шне килĕсенче пăхса тăрассине йĕркеленĕ. 6 çынна интернат çурчĕсемпе ватă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕсене вырнаçтартăмăр. 808 çынна тĕрлĕ ыйтупа консультаци пулăшăвĕ панă.

Хамăрăн тÿрремĕн пурнăçламалли ĕçсемсĕр пуçне тĕрлĕ мероприятисем те сахал мар ирттеретпĕр. Кусем вĕсем ветерансемпе инвалидсене, ватă çынсене юбилейсемпе тата çуралнă кунĕсемпе чысланисем те, календарьти тĕрлĕ датăсемпе ирттерекен мероприятисем те, конкурссемпе фестивальсем те, спорт ăмăртăвĕсем те, çавра сĕтелсем те, ыр кăмăллăх марафонĕсем те. Эпир ăнланатпăр: инвалид-и вăл, ватă çын-и е ача – никам та тимлĕхсĕр, хÿтлĕхсĕр, пулăшусăр юлмалла мар.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика