Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕмпĕр çĕрĕ чăвашсене йышăнчĕ

08 июня 2011 г.

Чĕмпĕр çĕрĕ чăвашсене йышăнчĕ

Июнĕн 4-мĕшĕнче Ульяновскра Чăвашсен пĕтĕм Раççейри Акатуй наци уявĕ иртрĕ. Чĕмпĕр çĕрĕ чăвашсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан пиншер чăваш хутшăнчĕ унта. Вĕсен шутĕнче – пирĕн район представителĕсем те. Çавна май асăннă уяв пирки тĕплĕнрех унта хутшăннă делегаци представительне район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхне Алевтина Евстафьевна АНДРЕЕВĂНА каласа пама ыйтрăм.

– Пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн чăннипех те пысăк уяв пулса иртрĕ çак кунсенче Чĕмпĕр çĕрĕ çинче. Унта пулса курни нумайлăха асра юлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пынипе пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ унта. Пултарулăх ушкăнĕсенчен Орининти «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ тата Ярапайкассинчи «Екрем» халăх фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе Акатуй уявне пухăннисене савăнтарчĕç.

Çавна палăртмалла. Ульяновскра Чăваш Республикин культурин кунĕсем июнĕн 1-мĕшĕнчех пуçланнă. Хула çыннисен чăваш професси искусствин шедеврĕсемпе паллашма майсем пулнă. Культура программин кульминацийĕ вара вăл тĕп площадьри театрализациленĕ представлени пулса тăчĕ.

Ырă йăлапа пысăк хăнасене – республика Президентне Михаил Игнатьева, Ульяновск облаçĕн кĕпĕр-наттăрне Сергей Морозова тата РФ Патшалăх Думин халăхсем хушшинчи ĕçĕсен комитечĕн председательне Константин Косачева çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç, чăваш шупăрĕсене тăхăнтартрĕç.

Уявăн вăйă карти хăйĕн анлăшĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Эстони, Пушкăрт, Оренбург, Тюмень, Самара, Саратов чăвашĕсен сассисем пĕрле хăватлăн янăрарĕç. Çакăнта пулса курнă хыççăн чăннипех те чăваш çĕрĕ çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă тата çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ тесе калас килет.

Тĕп сцена çинчи илĕртÿлĕх пурне те тыткăнларĕ пулĕ. Витререн тăкнă пек çумăр лÿшкеме тытăнни те артистсене хăйсен пултарулăхне туллин уçса пама чăрмантараймарĕ. Куракансем вара пĕрле юрларĕç, алă çупрĕç, савăнчĕç. Акатуйри çумăр вара тыр-пулăн пысăк тухăçне шантарать.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика