Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕве ÿстерме

30 апреля 2011 г.

Пĕлĕве ÿстерме

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче пуçламăш класра вĕренекенсем валли «Кайăксем – пирĕн туссем» литература сехечĕ питĕ савăнăçлă иртрĕ. 70 яхăн шкул ачи пухăнчĕ зала.

Уяв кăнтăртан вĕçсе килнĕ кайăксем çинчен каласа панипе пуçланчĕ. Лена Алексеева, Настьăпа Сергей Яковлевсем экран çинчи кайăксемпе сăвă йĕркисемпе паллаштарчĕç. Кунти библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ «Чиперук» драмкружока çÿрекенсем (Л. Алексеева, Д. Поликарпова, Т. Васильев, Л. Захарова, Ю. Гордеева, М. Михайлова тата Н. Яковлева) В. Пугачевăн «Каркуш» пьесинчи сценăсене артист пекех выляса пачĕç. Пьесăри тĕп герой – ула курак чĕппи – çынна вилĕмрен çăлма пулăшать. Апла кайăксем чăн та пирĕн туссемех.

Ф. Васильев ячĕллĕ музейăн директорĕ Н.Н. Яковлева та литература сехетне хутшăнса ачасене ула кураксем пирки тĕплĕн каласа пачĕ.

Уяври пĕлĕве çирĕплетме викторина ирттертĕмĕр. Маттуррисем пылак парнесене тивĕçрĕç. Ачасем вара çакăн пек тĕл пулусем ытларах ирттерме ыйтрĕç.

А. ДИМИТРИЕВА, библиотека ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика