Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 47 учитель – 1105 çул!

30 апреля 2011 г.

47 учитель – 1105 çул!

Республикăра чи хастар ĕç династийĕсене чысласси ырă йăлара. Ĕнер акă республикăри династисен слечĕ Шупашкарта тăххăрмĕш хут иртрĕ. Кăçал пирĕн районтан унта Мăн Токшик ялĕнче пурăнакан Яниковсен çемйи хутшăнма тивĕç пулчĕ.

Çак çемье династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 1105 çул. Династи пуçлăхĕ – Модест Васильевич Яников. Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Шурча каччине Красноармейски районĕнчи шкула математикăпа физика предмечĕсене вĕрентме яраççĕ. Çапла пуçланать Модест Васильевичăн вĕрентÿ сферинчи ĕç биографийĕ. 1970 çулта вăл Чуманкассинчи шкула ĕçлеме куçать. Хастар та ырă кăмăллă учитель ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре 42 çул вăй хурать, вĕсенчен 29 çулне – завучра. Тăрăшулăхне кура Модест Васильевича Раççей Федераци шайĕнчи Хисеп грамотипе те наградăланă. Вăл ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Модест Васильевичăн мăшăрĕ – Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ Элида Гурьевна та ĕç ĕмĕрне шкултах ирттернĕ. Унăн ĕç стажĕ – 37 çул. Биологипе географи, хими урокĕсене ертсе пынă учитель, ĕç ветеранĕ, паян та питĕ активлă, правур. Шкулта вĕрентнĕ ачасемпе тăтăшах тĕл пулать вăл, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать, халĕ хăйне пулăшса тăнăшăн тав тăвать.

Хисеплĕ мăшăрăн ачисем те «улмуççинчен аякка ÿкмен»: Сергей Модестовичпа Оксана Модестовна ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă. Иккĕшĕ те шкулта вăй хураççĕ: пĕри – Тойкилтĕри тĕп шкулта, тепри – Турайри вăтам шкулта. Кĕçĕн хĕрĕ Октябрина юридици ĕçне килĕштернĕ.

Яниковсен ĕç династийĕнче вара учительсем чăннипех те нумай – 47 çын! Модест Васильевичпа Элида Гурьевнăн мăнукĕсем те хăйсем пекех пултаруллăскерсем. Апла ĕç династийĕн стажĕ пысăкланасси те куç кĕрет.

А. КУЗЬМИН,

районти социаллă хÿтлĕх пай пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика