Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çи витти – кил-çурт хăчĕ

30 апреля 2011 г.

Çи витти – кил-çурт хăчĕ

Çу кунĕсем çывхарнă май ялта пурăнакан вуншар çемье çĕнĕ çурт-йĕр çавăрассипе ĕçлес шутлă. Хăйсен пурнăç условийĕсене хăйсем тăрăшмасан никам та лайăхлатса парас çуккине те вĕсем лайăх ăнланаççĕ. Хăйне кирлĕ пек çурт-йĕр çавăракан ял çыннине ăнланма та пулать: кун пек чух вăл хăйне мĕн кирлине йăлтах çиччĕ виçсе пăхса тăвать. Вĕсене маларах усăллă сĕнÿсем парассипе «Инттехс» чикĕллĕ яваплăхлă общество проект организацийĕ кăçал ырă пуçару турĕ. Общество ĕçченĕсем тÿлевсĕрех строительство ĕçне кÿлĕнес ĕмĕтлĕ ял çыннисене район хаçачĕ урлă усăллă сĕнÿсем параççĕ. Пирĕн черетлĕ калаçу – çи витти шанчăклă пуласси пирки.

– Çурт-йĕр тунă çĕрте çи витти пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарса памăр-ши;

– Çи витти вăл – çурта этажсем çине пайлакан тата çынсем çÿремелли, сĕтел-пуканпа ытти оборудование вырнаçтармалли конструкци. Кунпа пĕрлех вăл çурт çирĕплĕхĕн уйрăлми пайĕ. Çи виттипе пÿлĕмсене юр-çумăртан, çулăмран тата ытлашши сас-чĕврен сыхлаççĕ. Пÿрт-çуртра вырнаçнипе тата хăйсен пĕлтерĕшне кура çи виттисем мачча, этажсем хушши, путвал çийĕсем валли пулаççĕ. Унăн хакĕ çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕнчен 15–20 процент, ăна вырнаçтарма кайнă тăкак виçи 25 процент таран пулаççĕ. Çавăнпа та çи витти валли суйласа илнĕ рационаллă материал çуртăн хăй хаклăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

– Тимĕрпе бетонран хатĕрленĕ çи виттисем пирки ăнлантарăр-ха.

– Коттедж çуртсен стена конструкцийĕсене кура çи виттие йывăçран тата тимĕрпе бетон хутăшĕнчен тăваççĕ. Паян кирпĕч стеналлă çуртсенче çи виттире тимĕрпе бетон плитасем хурасси час-час тĕл пулать. Плитасене йывăр бетонран тунипе пĕрлех çăмăл маркăллинчен те (керамзитобетон, шлакобетон) хатĕрлеççĕ. Бетона перекетлеме тата йывăрăша чакарма плитасене пушă çавра пăрăхсемлĕ хатĕрлеççĕ. Вĕсем изделисен тĕрлĕрен серийĕсемпе каталогĕсене кура 2,4 метртан пуçласа 6,6 метр тăршшĕ пулаççĕ. Сарлакăшĕ 0,6-ран пуçласа 1,8–2,4 метр чухлĕ. Плитасен хулăнăшне пĕр пек çирĕплетнĕ: 220 мм. Тĕрлĕ калăпăшлă плитасен йывăрăшĕ 0,9-тан пуçласа 2,5 тонна таран. Çавăнпа та вĕсене хунă чух 3 тонна çĕклекен крансемпе усă курма пулать.

– Асăннă плитасене туяннă чух мĕн асра тытмалла-ха, мĕн шута илмелле, мĕн пĕлмелле;

– Плитасене шутлав вăйне пĕр тăваткал метр çине 300-450 килограмм-вăй (расчетная нагрузка – килограмм-сила на квадратный метр) пахалăхпа кăлараççĕ. Çак кăтарту мĕн чухлĕ пысăкрах – плита хакĕ те çавăн чуль хаклăрах. Çи витти плитисен тĕрлĕрен маркисем пур. Тĕслĕхрен ПК 42.15-8Т маркăна çапла вуламалла: ПК – издели ячĕ – çи витти плити; 42.15 – издели габаричĕсем дециметрпа – конструктивлă вăрăмăшĕ 4180, сарлакăшĕ – 1490; 8 – шутлав вăйĕн виçи – 800 кгсŸтăваткал метр; Т – йывăр (тяжелый) бетон индексĕ.

– Тимĕрпе бетон плитасен стенасем çине мĕн чухлĕ кĕрсе выртмалла;

– Кунта та строительство нормисем пур. Тимĕрпе бетон плитасен хăйсен вĕçĕсемпе раствор хунă стенасем çине 90–120 миллиметртан кая мар кĕрсе выртмалла. Стена 510 миллиметртан ансăртарах пулсан плитасен вĕçĕсене тата хушшинче юлнă пушă вырăнсене ăшă тытма бетонпа монолитламалла.

– Коттеджсем тунă чух хăвăлсăр тимĕр-бетон плитасемпе усă курнине те тĕл пулма пулать.

– Çапла. Ку плитасем 3,6 – 4,2 метр тăршшĕ, 120 мм хулăнăш тата 6,6 метр тăршшĕ, 160 мм хулăнăш пулаççĕ. Сарлакăшĕсем 1,2-рен пуçласа 2,4 метр е ытларах та пур. Кирлĕ пулсан пĕр плита пĕр пÿлĕм йышăнма та пултарать. Вĕсем, хăвăл ăшлисемпе танлаштарсан, сасă ямаççĕ.

– Пирĕн тăрăхра пур пĕрех йывăç урай-маччасем ытларах модăра.

– Тимĕр-бетон плитасем хыççăн чăнах та йывăç тăрать. Вĕсем çăмăл пулни – лайăх ен. Вĕсем çĕрме пултарни тата вут-çулăма хирĕç тăрайманни – кичем енсем. Йывăç каштасем хунă чух вĕсен хушши 4,0–4,2 метртан ытла пулмалла мар. Кашта вĕçĕсене стенара хăварнă ятарлă йăвасене хураççĕ. Çакна та манмалла мар. Пурăнмалли çуртсенче йывăç каштасемпе тата хăмасемпе мăрье хушши 250 миллиметртан кая пулмалла мар.

Çу кунĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тунă чух сиксе тухакан хăш-пĕр ыйтусем çине хуравсем патăмăр. Ăнланманнисем пур пулсан Муркашри «Инттехс» чикĕллĕ яваплăхлă общество сирĕн ыйтусем çине хурав парĕ. Çавăн пекех «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцине ыйтса çырсан та сирĕн ыйтусем хуравсемсĕр юлмĕç.

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика