Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кун пек пысăк укçа телей кÿмест»

30 апреля 2011 г.

«Кун пек пысăк укçа телей кÿмест»

Москакасси ял тăрăхĕнчи профилактика кунĕ те ăнăçсăр çемьесене çÿренинчен пуçланчĕ. Пĕтĕмпе çак кун 17 çемьере пултăмăр. Ытти ял тăрăхĕсенчи пекех кунта та ачасем ашшĕ-амăшĕн ăшшине курса ÿсменнин сăлтавĕ çавах: ашшĕсем эрехе иленнĕ, амăшĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Ачисене килте пĕччен хăварса телей шыракан амăшĕсем те çук мар иккен. Эпир пынă чух кун пек пĕр çемьере амăшĕ килтехчĕ. Хĕрарăм хăй каланă пек каласан «пулас упăшки» те пурччĕ. Малашне ачасене пăрахса хăвармасса шантарчĕç иккĕшĕ те.

Ача шăпи ашшĕ-амăш аллинче текен сăмаха эрехпе пуçа минретнĕ ашшĕсем çеç мар, амăшĕсем те манса каяççĕ пулĕ. Хăйсемпе пĕрле ушкăнпа пуçтарăнса ĕçнĕ çĕре пĕрле илсе çÿрекен ачисен мĕн кăна курма тÿр килмест-ши; Эрехпе пуçа минретнĕ хыççăн куçсем ачасене курма, хăйсем мĕн хăтланни çинчен шутлама та пăрахаççĕ вĕт. Москакасси ял тăрăхĕнчи ĕçкĕпе иртĕхекен арçынсемпе хĕрарăмсен çакăн çинчен шутламаллах пек.

Тепĕр тĕслĕх çинче те чарăнасах килет. 50 çултан иртнĕ арçын 2 çулсенчи ачипе килте пĕчченехчĕ. Ача кушака ярса тытнă та лешĕ мĕнле тухса тарма тапалансан та вĕçертмест. Ашшĕ нимĕн те каламасть ывăлне. Мĕншĕн вăл ачине нимĕн те каламани çинчен ыйтсан арçын çапла хуравларĕ:

– Э-э-э, вăл ялан çапла вылять.

Шел, чун ăшши текен туйăма ку ачан камран вĕренмелле, енчен те ашшĕ çакăн çине куç хупать пулсан. Çакăнтан пуçланмасть-и вара вăйлăраххи вăйсăррине кÿрентерме пуçлани; Паян кушака нуша кăтартакан пĕчĕк ачаран кайран ашшĕ-амăшне ним вырăнне хуман арçын çитĕнес хăрушлăх пур пек туйăнать кунта.

Тепĕр çемьере ав ача ашшĕ-амăшне хисеплемест пулас. Амăшĕ аякка ĕçлеме кайнă. Килте арçын ача ашшĕпе пурăнать. Ывăлĕ ашшĕне атте тесе мар, ятран чĕнни мĕн çинчен калать; Ашшĕ-амăшĕ ачине тĕрĕс воспитани паманни, вĕсен ывăлĕ умĕнче авторитет çукки çинчен. Паянхи ÿкерчĕк вара çапла: эпир пынă чух килте сумка тĕпĕнчи çĕр улмисĕр пуçне çимелли нимĕн те çукчĕ. Тăраниччен çисе курайман ача ашшĕ-амăшне хисеплемелли çинчен шутлать-ши, çакăн çинчен вĕрентнĕ-ши ăна; Е унăн ăçтан мĕн тупса çимелли çинчен шутламалла; Ашшĕ-амăшĕн шутламалăх пур кунта.

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ çĕрте те пăхса тухрĕç ăна.

– Пирĕн районтан мĕн чухлĕ пултаруллă спортсмен тухнă. Çавсем пек пулма тăрăшмалла. Усала вĕрентекен ачасем хыççăн каймалла мар, – сĕнÿ пачĕ ачана район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.

Ачана каялла шкулта очнăй формăпа вĕренме куçармаллине палăртса хăварчĕç.

Халăхпа пĕрле пăхса тухнă тепĕр ача шкулта уроксене сиктернин сăлтавĕ те – ашшĕпе амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламанни.

– Ытлашши хытă калаçма юрамасть унпа, – ашшĕн калама чĕлхе çаврăнмалла мар кăна мар, кун пек тĕслĕх çинчен шухăшлама та хăрамалла сăмахсене каларĕ ÿсĕр ашшĕ.

Çакă та хăйсене ашшĕ-амăшĕ пек тытман арçынсемпе хĕрарăмсем ачисене хăйсемех пăснине çирĕплетсе парать.

Залра ларакансем ачасен нушине ăнланни, вĕсене пулăшма тăрăшни вара шанăç парать.

– Тен вĕсене кам мĕнпе пултарать, çапла пулăшмалла, – терĕç залран.

Вĕсен шухăшĕпе килĕшрĕç ыттисем те.

«Передовик» хуçалăх ертÿçи Н.Л. Царев ачасене çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерме шантарчĕ.

– Тулĕк шкула йĕркеллĕ çÿрĕр, – терĕ вăл.

Ачасем çапла тума сăмах пачĕç.

Кунта манăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн сăмахĕсене илсе кăтартас килет.

– Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене пăрахса хăварсах аякка ĕçлеме каять. Ачисем вара ирĕке юлса тÿрĕ çултан пăрăнаççĕ. Кун пек майпа ĕçлесе илнĕ «пысăк» укçа телей илсе килмест, – терĕ Юрий Александрович.

Москакасси ял тăрăхĕнчи ашшĕ-амăшĕсен, общественноçăн та шутламаллах çакăн пирки. Асăннă ял тăрăхĕнче çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассипе «палăрчĕç». Районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ертÿçи В.А. Григорьев каланă тăрăх кунти çул çитмен çамрăксен пĕр ушкăнĕ хăех 5 преступлени тунă.

Милицин участокри уполномоченнăйĕ А.В. Николаев хăй тăрăшать-ха преступленисем ан пулччăр тесе. Учетра тăракансене куçран вĕçертмест. Юлашки çур çул хушшинче право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе 65 протокол çырнă вăл. Профилактика ыйтăвĕсемпе ĕçлессине общественноçа ытларах явăçтармалла.

Профилактика кунĕнче вара пурĕ 29 протокол çырчĕç йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калашле, хамăрăн пурнăç мĕнле пуласси хамăртанах килет. Пĕрле татса памалла сиксе тухнă йывăрлăхсене те. Ачасемшĕн те хамăрăнах ырă тĕслĕх пулмалла. Аслисен ырă утăмĕсене курса, вĕсенчен вĕренсе ырă çулпах кайччăр вĕсем.

Халь акă тавралăха та тирпей-илем кĕртмелле, йывăçсем лартмалла – кунта та пурин те хастар хутшăнмалла. Çур акине кĕске вăхăтра пахалăхлă ирттермелле. Куллен татса памалли ытти ыйтусем те пайтах. Залра ларакансенчен вĕсен тĕлĕшпе тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç. Юрий Александрович вĕсем çине тулли хуравсем пачĕ. Вăхăта сая ямасăр татса памалли ыйтусем çинче чарăнчĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика