Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир тимлĕх ыйтать

30 апреля 2011 г.

Уй-хир тимлĕх ыйтать

Çур акире кăçал районĕпе пурĕ 9,8 пин гектар тырă-пулă акмалла. Вăл шутран 8,6 пин гектарне тĕшĕллĕ тырăпа пăрçа йышши культурăсем йышăнмалла. Хуçалăхсем пурĕ 1400 гектар çĕр улми лартас тĕллевлĕ. 137 гектар пахча çимĕç пулмалла. Кусемсĕр пуçне 1731 гектар çинче пĕр çул ÿсекен курăксем, 445 гектар силослăх культурăсем акса хăвармалла. Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксен кивелнĕ анисене çĕнетесси те пĕлтерĕшлĕ ыйту. Çакна валли 1425 гектар курăксем акса хăвармалла.

– Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Тĕллевсем пысăк, анчах вĕсем эпир пурнăçлама пултарнисем. Çавăнпа та пирĕн пĕрремĕш меллĕ кунпах хире тухма хатĕр пулмалла. Шанчăк хамăр çинче çеç. Мĕнле ĕçлетпĕр çапла пурăнатпăр, – терĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тата хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика