Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртăва малалла тăсакансем пулччăр

27 апреля 2011 г.

Ăмăртăва малалла тăсакансем пулччăр

Сывă пурнăç йĕркине районти пур çын та йăлана кĕрттĕр тата тытса пытăр тесе район администрацийĕ тимлĕх нумай уйăрать. Ял тăрăхĕсенче те, уйрăм организацисемпе учрежденисенче те хăйсен ячĕпе е ентешсене сума суса сахал мар спорт ăмăртăвĕ ирттереççĕ. Ытларахăшĕнче хутшăнакансем те, куракансем те сахал марри савăнтарать.

Акă иртнĕ шăмат кун Юнкăпуçсемшĕн питĕ хаваслă иртрĕ. Унта пăрахăçланнă ăмăртăва «Моргаушская» МСО» акционерсен хупă обществи тăрăшнипе чĕртсе тăратрĕç темелле. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче çак организацин куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илес текенсем спорт ăмăртăвне пĕрремĕш хут пухăннă пулнă. Каярах, çулсем иртнĕ хыççăн, тĕрлĕ сăлтава пула Н.А. Гусак пуçарнă ăмăртăва ирттересси чарăнса ларнă.

Çак ăмăртăва чĕртсе тăратассине Юнкă тăрăхĕ тахçанах кĕтнĕ. Ку тÿрех палăрчĕ. Юсаса çĕнетнĕ спортзала волейбол ăмăртăвне сăнас текенсем пĕрин хыççăн тепри килсех тăчĕç: кам – залра, кам – балкон çинче. Çамрăксем чылайччĕ: командăсем те çамрăк, куракансем те. Ку савăнтарчĕ.

«Моргаушская» МСО» акционерсен хупă обществин ертÿçи Владислав Николаевич Семенов Н.А. Гусака аса илнĕ май вăл ăста ертÿçĕ кăна мар, спортра та, обществăлла ĕçре те активлă пулнине палăртрĕ. Николай Александрович пирки ырă сăмах нумай пулчĕ ăмăрту кунĕнче. Спортсменсене саламлама çитнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та, район пуçлăхĕн çумĕ В.И. Вязов та, Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов та, ыттисем те вăл чăнах та ĕçшĕн çуннине, ĕçе чунтан парăннине, хастар спортсмен кăна мар, питĕ хаваслă болельщик пулнине те каларĕç.

Юрий Александрович çак ăмăртăва иккĕмĕш пурнăç парнеленĕшĕн МСО ертÿçине тав сăмахĕ каларĕ, организацие асăнмалăх Н. Гусак ĕçленĕ вăхăтра тунă икĕ пысăк сăн ÿкерчĕк парнелерĕ. Тепĕр сăн ÿкерчĕкне вара Николай Александровичăн йăхне малалла тăсаканĕсене – ывăлĕпе мăнукне – ырă сунса пачĕ.

Ăмăрту пуçланиччен Владислав Николаевич приз фончĕ пысăк пулнине пĕлтерчĕ: 1-мĕш вырăна тухакансене – 5 пин тенкĕ, 2-мĕш вырăна тухакансене – 3 пин, 3-мĕш вырăна тухакансене – 2 пин. П.Н. Вязов уйрăм предприниматель вара çак цифрăсем çумне тата икшер пин тенкĕ хушса парассине палăртрĕ. Спонсорсем татах та пулчĕç. Акă «Моргаушимежрайгаз» ертÿçи Р.Х. Чебенов та «Чи лайăх тапăнса вылякан» номинацире палăракан валли ятарлă кубок хатĕрленĕ, Гусаксен çемйи те парне хатĕрленине пĕлтерчĕ...

Командăсем МСО спортзалĕнче тата Муркашри ФСК спортзалĕнче вылярĕç. Финал уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. «Моргаушрайбыт» команда ку ăмăртура та чи вăйли пулчĕ. МСО команди те хастарлăх çухатмарĕ – 2-мĕш вырăнта. Виççĕмĕш вырăна районти шалти ĕçсен пайĕн команди тухма пултарчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика