Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки валли – йÿнĕрех хакпа

27 апреля 2011 г.

Çур аки валли – йÿнĕрех хакпа

Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçăнчĕç темелле. Палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тĕлĕшпе вара хуçалăхсене топливăпа епле тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен хакĕсем «çыртни» те ура хурать.

Çак кунсенче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев «Роснефть» нефть компанийĕн «Ульяновскнефтепродукт» акционерсен хупă обществин пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă, республикăри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене топливо йÿнĕрех хакпа сутассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

«Роснефть» нефть компанийĕ Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене 2011 çулта йÿнĕрех хакпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем сутма килĕшнĕ. Çакă ЧР Правительстви, РФ Ял хуçалăх министерстви тата РФ Энергетика министерстви пĕрле калаçса татăлнипе май килнĕ.

Çапла вара республика валли 16600 тонна дизель топливи уйăраççĕ. Унăн пĕр тоннин вăтам хакĕ 22 пин тенкĕ пулсан ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем ăна 16200 тенкĕ çинчен кÿрсе килĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика