Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци сывлăхĕ пĕрремĕш вырăнта

20 апреля 2011 г.

«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республики сывлăха сыхлассине модернизацилессин федераллă программине хутшăнса юлашки икĕ çул хушшинче 4,5 миллиард тенкĕ илнĕ.

Çитес икĕ çулта Раççейĕпе патшалăхăн тата муниципаллă сывату учрежденийĕсен 40 ытла процентне юсама палăртаççĕ. Кун пирки «Единая Россия» партин лидерĕ, РФ Правительствин Председателĕ Владимир Путин медицина ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри форумĕнче пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх 2011–2012 çулсенче сывлăха сыхлассин патшалăх тата муниципаллă 18 пин сывату учрежденийĕнчен 8 пине яхăн учрежденине юсама пăхса хунă. Кунпа пĕрлех пуçланă строительство ĕçĕсене вĕçлес пулать.

«Сывлăха сыхлас системăна 100 пин единица ытла хальхи медицина техникипе тивĕçтермелле. Вĕсен номенклатури питĕ анлă – вăтамран пĕр пин тĕслĕхпе модель таранах. Çав тĕллевпе икĕ çул хушшинче федераллă бюджетран 100 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Ку вăл медицина техникин рынокĕн хальхи çулталăкри калăпăшĕн çурри чухлĕ пулать»,– ăнлантарса панă Владимир Путин.

Патшалăх умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри – граждансен ĕмĕрне вăрăмлатасси. Апла пулсан çынсене медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне те лайăхлатмалла, тухтăр профессийĕн сумне те хăпартмалла. Кунпа пĕрлех парти лидерĕ тухтăрсене ĕç укçи тÿлессин фондне 30 процент ытла ÿстерессине те пĕлтернĕ.

Чăваш Республики Раççейре чи пĕрремĕшсем шутĕнче сывлăха сыхлассине модернизацилессин хăйĕн программине хÿтĕлеме пултарнă.

Нумай миллион укçа-тенкĕ Чăваш Енри районсемпе хуласенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилеме, çĕнĕ оборудованисем, медикаментсем кÿрсе килме каять. Пирĕн регион валли уйăракан укçа-тенкĕ пĕтĕм сывлăх сыхлавне модернизацилеме май парĕ. Ку вара чăннипех те кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика