Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурăнаканăн пур ĕçе те пĕлмелле»

23 апреля 2011 г.

Ĕç çынна илем кÿрет. Çак чăнлăха Катькас ял тăрăхне кĕрекен Кораккассинчи 85 çулхи кинемей патĕнче пулсан тепĕр хут ума кăлартăм. Калиса Ефимовна Сидорова ĕç ĕмĕрĕнче тата ял пурнăçĕнче тарăн та ырă йĕр хăварнă. Манпа калаçнă май унăн куçĕнчен куççуль шăпăртатса тухни те умра пурнăç йывăрлăхне самаях курма тивнĕ хĕрарăм ларнине çирĕплетрĕ.

Пĕччен хулă хуçăлать теççĕ, анчах ку сăмахсем Калиса Ефимовна пирки мар. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче ашшĕне çухатнă хĕр пĕр ялти фронтовикпах 1949 çулта çемье çавăрсан та çемье пурнăçĕ вĕсен нумая тăсăлман. 23 çултан 5 ача ашшĕ Георгий Сидорович вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать.

– Ялта-и, хулара-и, çапах 5 ачана пурнăç çулĕ çине пĕччен кăларма çăмăл марах. Атте фронтра пуç хучĕ, мăшăрăм фашизма тĕп туса таврăнчĕ. Çăмăл пулман вĕсене. Çакна шута илсе эпĕ те чĕрене хытартăм, йывăрлăх умĕнче ĕсĕклесе лармарăм. Ачасене пурнăç çулĕ çине кăларассинче килти хушма хуçалăха аталантарнине мала лартрăм. Çапла вара паян та килти хушма хуçалăхра кăштăртаттармасăр, çамрăксем усракан выльăх-чĕрлĕхпе тата кайăк-кĕшĕкпе киленмесĕр кун иртмест, – терĕ Калиса кинемей. Çапла калаçса 85 çул тултарнăскер чÿречерен кил картинче тăракан ĕнине пăхса илчĕ. Ĕнепе пĕрле хурсем те хĕвел ăшшинче шыв кÿлленчĕкĕнче чÿхеннине курсан кинемейĕн çилпе кушăрханă тути кулса илчĕ.

– Паянхипе иртнине танлаштараймăн ĕнтĕ. Кил хуçалăхра эпĕ пăхнă тăрăх йăлтах тĕреклĕ çуртсем, – тесе калаçăва малалла шутаратăп.

– Килти хушма хуçалăха паян кĕçĕн ывăлăм çемйипе тытса пырать. 2 хĕрпе 3 ывăла пĕчченех ура çине тăратрăм. Вĕсем паян ĕçрен пăрăнса çÿременнишĕн хĕпĕртетĕп. Кашнин хăйĕн килти хушма хуçалăхĕ. Мăнуксем те ĕçе юратса ÿсеççĕ. Çапла вăл килти хушма хуçалăх. Ăруран ăрăва ĕç юратăвне куçарать, – шурă çÿç пĕрчисене тутăр айне тирпейлесе чикнĕ май калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

– Сирĕн пурнăç çулĕ вăрăм пулнăран хăй вăхăтĕнче хресченсене колхоза «хăваласа» кĕртни пирки те астăватăр пулĕ;

– Вăл вăхăтра эпĕ 10 çултан иртнĕччĕ ĕнтĕ. Аттепе анне вăтам хресченсем пулнă. Колхозсем тума вăхăт çитсен вĕсем пуринчен малтан ĕнине тата лашине урапи-çунипех колхоза пачĕç. Хуньстариксем 2 хутлă ампар, лашасемпе ĕнесем тытнă пулнă, вĕсенне вара «кулак» ятпа йăлтах туртса илнĕ. Çавăнпа эпĕ те, манăн упăшка та хамăр ĕçпе çеç пурнăç урапине тикĕс илсе пыма пултарнине ачаллах ăнлантăмăр, – терĕ кинемей хамăр калаçу вăрçă çулĕсене çитнине палăртса.

Пурнăçне колхозпа тата килти хушма хуçалăхпа çыхăнтарнă К. Сидорова 4 класс хыççăнах халăхран юлмасăр фермăра пăру пăхнă, утă çулнă, тырă вырнă. Колхозри ĕçпе пĕрлех тăван сад-пахчари ĕçсене те юхăнтарса яман.

– Пĕррехинче ирхине вăранса кайрăм та сĕтел хушшинче анне макăрса ларать. Эпĕ вăраннине курчĕ те куççульне чараймасăр: «Эх, ачамсем, тĕнчене хуйхă çитрĕ вĕт. Вăрçă пуçланнă», – терĕ. Хĕр çулне çитнĕ пулсан та вăрçă мĕннех пĕлменччĕ. Çавăнпа та умри хуйхă пирки те çăмăлраххăн шутланă пулас. Тепрер кунтанах ялти арçынсем фронта кайма пуçларĕç. Ялта макăрнă сасă кăна тăратчĕ. Манăн атте те çурла уйăхĕнче тăшманпа çапăçма тухса кайрĕ. «Ольги, ачасене лайăх пăх. Тĕлĕк усал куртăм. Пирĕн пÿрт кĕтесси ишĕлсе аннă. Вăрçă хирĕнчен тухаймастăп пуль», – терĕ вăл аннене килтен тухса каяс умĕн. Чăнах та унран фронтран çыру та илсе кураймарăмăр. Уйăх çурăран вăл вилни пирки хыпар килчĕ, – куççульне шăлса илчĕ чÿрече умне вырнаçнă кинемей.

– Кил-тĕрĕш пирки анне самантлăха та манмастчĕ. Колхоз ĕçĕнчен таврăнсан каçпа килте çăм арлатчĕ, кăçатă йăвалатчĕ. Вăхăт тупса пыл хурчĕсемпе ĕçлетчĕ, – калаçăва хутшăнчĕ тăван ялтах пурăнакан Евстолия хĕрĕ.

«Пурăнакан çынăн пур ĕçе те тума пĕлмелле, пĕлменнине вĕренме тăрăшмалла», – терĕ К. Сидорова ĕç пурнăç тыткăчи пулнине çирĕплетсе.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика