Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент лайăх енчен палăртрĕ

23 апреля 2011 г.

Апрелĕн 20-мĕшĕнче республика Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулчĕ. Юн кун вăл Катькасри пĕтĕмĕшле çемье практикин врачĕн уйрăмне, Мăн Сĕнтĕрти «Муркашри 2-мĕш номерлĕ район больници» муниципаллă сывату учрежденийĕн поликлиникине, «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Лантăшри пекарнине, «Оринино» хуçалăхăн машинăпа трактор паркне çитсе курчĕ. Унта çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, республика ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В. Муллина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов, район пуçлăхĕ И. Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Муркаш районĕн тĕп больници» муниципаллă сывату учрежденийĕн тĕп врачĕ В. Данилов хутшăнчĕç.

Катькасри пĕтĕмĕшле çемье практикин врачĕн уйрăмĕнче пулнă май кунти ĕç-хĕлпе унăн врачĕ Елена Воронина паллаштарчĕ. Ку уйрăма ялти врач амбулаторийĕнчен 2009 çулта йĕркеленĕ. Территорири ял çыннисене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама кунта специалистсем енĕпе те, оборудовани тĕлĕшпе те условисем çителĕклĕ. Врач патне кĕриччен йышăнмалли, пĕтĕмĕшле практика врачĕн, сывă ача, физиотерапи, шăл сиплемелли, процедура кабинечĕсем, икĕ вырăнлă кăнтăрлахи стационар пур. Медицина специалисчĕсем 8 ялти 1700 çынна, 283 ачана пăхса тăраççĕ.

Кабинетсенче пулнă май Михаил Васильевич врач патне кĕме электронлă майпа çырăнассине йĕркеленипе, районти тĕп больницăпа çыхăну епле пулнипе интересленчĕ. Пациентсем республика Президентне хăйсем çемье практикин врачĕн уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăмăллă пулни пирки хыпарларĕç.

Юлашки вăхăтра Президент çынсен сывлăхĕн ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни вăрттăнлăх мар. Çавна май вăл çитсе курнă тепĕр учреждени те сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕпех çыхăннă. Ку вăл Мăн Сĕнтĕрти «Муркашри 2-мĕш номерлĕ район больници» муниципаллă сывату учрежденийĕн поликлиники пулчĕ. 2-мĕш номерлĕ район больницин тĕп врачĕ Леонид Самушков каласа панă тăрăх кунта 17 врач, 49 медицина сестри вăй хурать. Вĕсем территорири 10 пин çыннăн сывлăхĕшĕн ответлă пулса тăраççĕ. Поликлиникăра куллен 150 çынна йышăнма пултараççĕ, талăкĕпех сипленмелли стационарта 40 вырăн.

Больницăна хальхи оборудованипе тивĕçтернĕ. Апла пулин те ăна модернизацилеме çывăх вăхăтрах 4,75 миллион тенкĕ, вăл шутран 3,72 миллион тенкĕ федераллă бюджетран уйăрма пăхнă. «Пациентсем сиплев ĕçĕн ырă енĕсене туйма тивĕç»,– терĕ Михаил Игнатьев.

Поликлиникăра пулнă май Президент кунта та врачсем патне электронлă майпа çырăнассине епле йĕркеленипе интересленчĕ, чирлисемпе калаçрĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, больницăна реорганизацилени пациентсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парасси çине нимĕнле япăх витĕм те кÿрес маррине пĕлтерчĕ, ытти ыйтусем çинче чарăнчĕ.

«Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Лантăшри пекарнин производство кăтартăвĕсемпе, кунта вăй хуракан 44 çынлă коллективăн ĕç условийĕсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Предприятие 10 çул каялла йĕркеленĕ, ăна Елена Васильева ертсе пырать. Çăкăр пĕçерекен ăстасем паянхи кун 45 тĕрлĕ çăкăр-булка, 6 тĕрлĕ кондитер изделийĕ хатĕрлеççĕ. Производство калăпăшне, изделисен ассортиментне ÿстерсех пыраççĕ.

Тухăçлă ĕçлеме май паракан, алă ĕçне çăмăллатакан çĕнĕ оборудованисемпе производство линийĕсене хута ярасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки 10 çул хушшинче 35 тĕрлĕ çĕнĕ технологи оборудованийĕ пĕтĕмпе 6,5 миллион тенкĕлĕх туяннă. Ытти хăш-пĕр çĕрти пек çăкăр изделийĕсен хакне ÿстерес çул çине тăманнине, ăна унчченхинчен чакарнине пĕлсен Михаил Васильевич кăмăллă пулчĕ.

Президент «Оринино» хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнчи механизаторсемпе тĕл пулнă май ĕçлĕ те тухăçлă калаçу пулса иртрĕ. Чăннипех те иртнĕ çул çĕр ĕçченĕшĕн çăмăл килмерĕ. Тĕш тырă туса илесси 5,5 хут, çĕр улми туса илесси 7,4 хут чакнă. Апла пулин те хуçалăх ĕçченĕсем хĕл каçа алă усса ларман, механизаторсен кăçалхи ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă та вăхăтра ирттерме шанăç пур.

Орининсем тĕш тырă культурисене кăçал 681 гектар акса хăварма палăртаççĕ. Çур аки валли çурхи тулăн элита вăрлăхне 18 тонна, урпан элита вăрлăхне 22 тонна туяннă. Удобрени 22 тонна кÿрсе килнĕ. Техникăна юсас ĕç вĕçленсе пырать. Механизаторсем çителĕклĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕшĕн ку çур аки пĕрремĕш мар. Механизаторсене ăнăçу сунчĕ Михаил Игнатьев, ака лаптăкĕсен структури, производство технологийĕ тĕлĕшпе ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.

Механизаторсем ял çыннисенчен сĕте йÿнĕ хакпа пухни пирки сăмах пуçарсан республика Президенчĕ çапла хуравларĕ: «Пур енпе те пахалăхлă сĕтĕн сутлăх хакĕ 12 тенкĕрен кая пулмалла мар. Паллах сĕт пухакансен ăна йÿнĕрех туянса ытларах пайта илес килет. Хăвăра улталама ан парăр. Пĕрле-пĕрле пухăнса сĕтри çу хисепне виçмелли приборсем те туянма пултаратăр. Сĕт пухакансем хушшинче конкуренци пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ»,– терĕ вăл. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче ĕне тытакансене выльăх апачĕ туянма 2-шер пин тенкĕ уйăрса парассине пĕлтерчĕ. Çавна валли республикăна 250 миллион тенкĕ килмелле.

Ĕçлĕ визит итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май Михаил Васильевич хăй Муркаш районĕнче пулса курнипе кăмăллă юлни пирки пĕлтерчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика