Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Йĕри-тавра пуш-пушă ялсемччĕ»

23 апреля 2011 г.

Апрелĕн 26-мĕшĕнче Радиаци аварийĕсемпе катастрофисенче инкек тÿснисен асăну кунне паллă тăватпăр. Шăп çак кун Чернобыльти АЭС-че инкек пулнăранпа кăçал 25 çул çитет. Паянхи кун пирĕн районта çак инкеке сирме хутшăннă 34 çын пурăнать. Патшалăх вĕсене яланах тимлĕх уйăрать. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П. Петрова каланă тăрăх Чернобыльти инкеке сирме хутшăннисене социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă çулсеренех сывлăха çирĕплетме пурлăх тĕлĕшĕнчи пулăшу, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн çăмăллăх параççĕ, уйăхсерен апат-çимĕç продукчĕсене илме паракан компенсаципе тивĕçтереççĕ.

Унсăр пуçне Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерстви урлă Чернобыльти аварие хутшăнса инвалида тухнисене сывлăха сиен кÿнĕшĕн тивĕçекен тÿлев параççĕ. Пĕтĕмпе пирĕн районта 9 инвалид.

РФ Пенси Фончĕ урлă вара Чернобыльти инкеке сирме хутшăннисене уйăхсерен паракан тÿлевпе тивĕçтереççĕ.

Çав инкеке сирме тухса кайнă вăхăта Москакасси ял тăрăхĕнчи Уйкас Хачăкри М.В. Данилов çапла аса илет.

– Ун чухне эпĕ Лапсарта шкул тунă çĕрте ĕçлеттĕм. Çар ĕç комиссариатне чĕнтерчĕç. 11 çынран пĕччен кайрăм. Ăшра йĕркеллĕрех çĕре лекес тесе Турра кĕл туса тухса кайрăм. Чăвашсем эпир пурĕ 26-ччĕ. Малтан 1 уйăх пĕрле вĕрентрĕç. Унтан пире уйăрчĕç.

Михаил Васильевичăн çăкăр заводĕнче ĕçлеме тÿр килет. Инкеке сирме хутшăнакансем валли ăшă çăкăр пĕçернипе пĕрлех тырă пуçтарса кĕртнĕ çĕрте те, тавралăха тирпейлес ĕçе те хутшăннă.

1989 çулта мартра тухса кайнăскер çав çулхи сентябрьте киле таврăнать.

4 разрядлă платник 53 çула çитиччен хăйĕн юратнă профессипе ĕçлет. Унтан кил-çурт çавăрать. Ывăлпа хĕрне çитĕнтерет. Чир-чĕр çулне пÿлме спортпа туслашать.

– Çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнатăп, – тет вăл.

Çак ял тăрăхĕнчи Мăрсакра пурăнакан Г.П. Овчинников вара Чернобыльти инкеке сирме 1988 çулта каять. 40 çулхи 2 ача ашшĕ çар комиссариатне чĕнтерсен Чернобыльти инкеке сирме кайма пĕрре те туртăнса тăмасть. Ун чухне вăл хуçалăхра электрик пулса ĕçленĕ. Аварие сирнĕ çĕрте вăл 77 талăк дозиметрист пулса тăрăшнă.

– Смена 4 сехет пыратчĕ. Радиаци мĕнле шайра пулнине виçеттĕмĕр те картасем çине, ытти курăнмалла вырăна çырса палăртса хураттăмăр. Пирĕн хыçран килекенсем ку вырăнта ытлашши тытăнса ан тăччăр тесе.

– Хăрушă марччĕ-и;

– Хăрушăччĕ. Йĕри-тавра пуш-пушă ялсем, хуласем. Пан улмисем хĕп-хĕрлĕ те тем пысăкăш çакăнса тăратчĕç улмуççисем çинче. Пĕрле пынисем пырсанах çиме тытăнчĕç те чартăм вĕсене. Йĕплĕ пралуклă картара радиациллĕ машинăсем тăратчĕç. Кăвакарса кайнă йытăсем чупатчĕç, вĕсене пертеретчĕç.

Пурăнасса вĕсем хăйсем ĕçленĕ вырăнтан 60 километрта пурăннă. Чернобыльти инкеке сирме хутшăннăшăн каярахпа Геральд Порфирьевича «Вилекенсене çăлма пулăшнăшăн» медальпе наградăланă.

– В.В. Путин мĕнле алă пуснине пĕлетĕп халь, – тет вăл кăмăллăн награда удостоверенине кăтартса.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика