Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Прапорщик юлташ, эпĕ чĕрĕ юлăп-ши;..»

13 февраля 2010 г.

Пирĕн асаттесем çапăçу хирĕнче пуç хурса та юн тăкса фашизма çăварлăхланă йывăр та тискер вăрçă çулĕсем историе тарăнрах та инçерех юлса пыраççĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», – тетчĕç кăшт ĕлĕкрех фронтран сывă таврăннисем тата çак сăмахсем таврах ирттереççĕ калаçусене çав вăрçăн паян та пурăнакан ветеранĕсем. Ан пултăрччĕ вăрçă... Анчах... çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнĕ чух вăрçă вут-çулăмĕ час-часах арçынсем тавра явăнать, ашшĕ-амăшĕпе çывăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене хуçать.

Çак сăн ÿкерчĕкре эсир Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă Муркаш енри интернационалист-салтаксенчен пĕрне Алексей Алексеевич Ефремова Афганистанран таврăнсан амăшĕпе пĕрле куратăр. Тепĕр сăн ÿкерчĕкре вара 18-20 çулсенчи пирĕн каччăсем фронтра апатланни куç умне тухать. Мĕн шутланă вĕсем çав вăхăтра; Паллах, пурнăç пирки тата вăрçă вут-çулăмĕ чарăнасси çинчен. Чуллă сăртри пĕчĕк окопра пĕр сĕтел хушшинче апатра ларакан çамрăк салтаксен ушкăнне пăхатăн та, чĕре хĕсĕнсе илет. Çемье çавăрса пурнăçа малалла тăсмалли каччăсем тăшман пульлисенчен хÿтĕленсе çăкăр пайлаççĕ... Хăйсем вара çаплипех шÿтлеççĕ.

... Вут-çулăм. Пĕчĕк кăвайт-и вăл е инçете-инçете курăнакан çапăçу хирĕн çути, анчах ку инкек кирек камăн чĕрине те вырăнтан хускатать. Çурлатри ялĕнче 1959 çулхи кĕркунне çут тĕнчене килнĕ Алексей 18 çул тултарсан мирлĕ вăхăтрах вăрçă вутне астивессе шутланă-ши; Ашшĕ-амăшĕн çулсем иртсен тракторист пулас ĕмĕтпе пурăннă хăйсен пепкин алла пăшал тытса çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме тăма тивесси пирки шухăш пулнă-ши; Çук, паллах.

Виçĕ ачаллă хресчен çемйинче хăй асли пулнăран Алексей Ефремовăн ачаллах ĕçе çывăх ÿсме тивнĕ: Е.Андреев яч. хис. хуçалăхăн уй-хир бригадинче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле акана хутшăннă, утă çулнă, çум çумланă, улăм пуçтарнă т. ыт. те. Çак ĕçсенче вăл икĕ йăмăкĕшĕн тĕслĕх пулса тăнă.

– Ÿркенмене пурнăç хăй вĕрентсе пырать. Çак чăнлăх ман тĕле тÿрремĕнех тухрĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра манăн пĕр тĕллевччĕ: вĕренсе пĕтерсен кÿршĕллĕ Советскинчи профтехучилищĕре тракториста вĕренмелле, çынсенчен кая юлмасăр тырă-пулă акмалла-пуçтармалла, çĕр-аннемĕр пулăхлăхне ÿстермелле, – хăйĕн ачалăх ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ Алексей Алексеевич. – Анчах аттен Тутар Республикинче пурăннă пиччĕшĕ тухтăра вĕренсен ĕмĕрĕпех çынсене пулăшма пулать тени те çамрăк пурнăçăмра хăйне евĕр йĕр хăварчĕ. 18 çул тултарсан кĕтмен-туман çĕртен çак йĕр пурнăçа тепĕр майлă çавăрса хучĕ.

Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Алексей юлташĕсем пурте хулана вĕренме кайнă чух çара кайиччен ДОСААФ урлă водитель специальноçне алла илес ĕмĕтпе районти çар комиссариатне пырать. «Водительсем хатĕрлесси пирки чĕнни çук, анчах ĕнер çара валли медицина ĕçченĕсем хатĕрлес тĕллевпе 5 çамрăка Шупашкарти медицина училищине фельдшера вĕренме ямалли пирки сĕнÿ килчĕ. Çамрăкăн куçĕ умне ашшĕпе пĕрле ĕçленĕ арçын тракториста мар, трактор тăвакана вĕренмелле тени тухать. Çурлатри каччи, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухса, медучилищĕне вĕренме кĕме экзамен тытать.

Шкулта вĕреннĕ чух çарпа патриотизм тематикипе çырнă кĕнекесене вулама юратнă каччăн медучилищĕри 2 çул çурă сисĕнмесĕрех иртсе каять. Аслисен ĕçне малалла тăсакан каччăн çĕршыва сыхлассинчен пăрăнасси шухăшра та пулман. Çапла вара фельдшер дипломне алла илнĕ каччă пĕр уйăх районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçленĕ хыççăн 1980 çулхи çуркунне совет çарне тăрать. Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чикĕ хуралне службăна лекнĕскер, çур çул малтан пирĕн çарсем Афганистана кĕнине те илтмен-тĕр, анчах...

Икĕ çул хушшинче санитари чаçĕнче, медпунктра, заставăра çĕршыв умĕнчи тивĕçе ăнăçлă пурнăçланă каччăна командирсем çар службине прапорщик ретĕнче малалла тăсма ыйтсан та пирĕн ентеш хирĕçлемест.

– Прапорщика юлсан манăн çар заданийĕсенче пулса курас ĕмĕт çуралчĕ. Ахальĕн мĕнле çар çынни-ха эпĕ; Çитменнине çемье те çавăрман. Çапах Афганистана кайма ят тухсан чунра лăпкă марччĕ. 1984 çулхи февральте Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Бикин хулинчен Мускав урлă Ашхабада кайнă чух Мускавра Ленин мавзолейĕнче пулса куртăм, хам вăрçа кайнине пĕлнĕрен пĕр кунлăха тăван киле кĕрсе тухрăм. Çăмăл марччĕ, анчах аннене нимĕн те каламарăм. Хам вара шăп та лăп икĕ çул пултăм Афганистанра. Нумай колоннăна Кабула ăсатрăмăр, çапăçу хирĕсенче аманнă салтаксене пулăшрăм. Çакна курма вара питех те хăрушăччĕ. 19 çулхи каччăсем: «Прапорщик юлташ, эпĕ чĕрĕ юлăп-ши;..» – тесе куçран тинкеретчĕç те, лăплантараттăм вĕсене. «Хăрушши хыçалта ĕнтĕ», – теттĕм. Хамăр вара медицина пулăшăвĕ пама уйăрнă БТРпа тепĕр вырăна тепĕр салтака пулăшма васкаттăмăрччĕ. Вăрçă вăрçах ĕнтĕ. Икĕ çул хушшинче пирĕн чаçри 6 салтак киле цинк тупăксемпе «вĕçсе кайрĕç», – хурланса калаçрĕ çарта 1998 çулччен пулнă Алексей Алексеевич.

Афганистан хыççăн 1985 çулта «Çарти паттăрлăхшăн» медальпе наградăланнăскер, 1986 çулта Анаткас Апаш хĕрĕпе Луизăпа çемье çавăрать. Мăшăрĕпе пĕрле Луиза та 8 çул службăра пулать. Паян вĕсен 3 ача. Асли – Женя – ЧПУ пĕтернĕскер, Хура тинĕс флотĕнчи çар карапĕ çинче службăра. Иккĕмĕшĕ – Сергей – мастер-строитель. Анна вара 5-мĕш класра вĕренет.

– Арçыннăн йывăрлăхсенчен хăрама юрамасть. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен те пăрăнмалла мар. Паян сана питех те лайăх пулĕ, анчах хăвăнпа юнашар тулли куççульлĕ çынсем тăма пултараççĕ. Ан ман вĕсем пирки самантлăха та, – терĕ сыв пуллашнă май манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика