Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

09 февраля 2010 г.

Трактор тăвакансем патĕнче пулнă

Ĕçлĕ визит вăхăтĕнче РФ Правительствин Председателĕ Владимир Путин «Промтрактор» уçă акционер обществинче те пулса курнă. Вăл «Компания корпоративного управления «Концерн «Тракторные заводы» ООО шутне кĕрет.

«Тракторные заводы» концерн управленийĕнче 20 предприяти ытла. Предприятисем Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче, кунпа пĕрлех Данире, Германире, Австрире, Нидерландире, Сербире тата Украинăра та вырнаçнă. Продукци Раççей рынокĕнче пĕчĕкех мар пай йышăнать. Иртнĕ çулсенче концерн туса ирттернĕ техника политики, производство процесĕсене çĕнĕлле йĕркелени компание техникăн 28 база модельне тата 40 модификацине хатĕрлеме, модельсен тĕсĕсене çуррине ытла çĕнетме, техника сутассине ÿстерме тата пысăк конкурентлă тĕнче рынокне тухма май панă. Концерн аталанăвăн тата интенсивлă çĕнетĕвĕн стратегине тытса пырать: технологи комплексĕсем йĕркелеме рынока инновациллĕ продукци тăратассин программине пурнăçа кĕртет.

Чăваш Республикин территорийĕнче холдингăн социаллă пĕлтерĕшлĕ 4 предприятийĕ вырнаçнă: «Промтрактор» ОАО (Шупашкар), «Чебоксарский агрегатный завод» ОАО (Шупашкар), «Промтрактор-Промлит» ООО (Шупашкар), «Промтрактор-Вагон» ЗАО (Канаш).

«Промтрактор» ОАО, бульдозерсемпе çĕр çемçетмелли тата пăрăхсем хумалли хăватлă йывăр техника туса кăларакан пысăк предприятисенчен пĕри пулса тăнă май тата «Чебоксарский агрегатный завод» ОАО, промышленность, ял хуçалăх тата ытти гусеницăллă техникăн куçăм системисем валли запас пайсем, çавăн пекех тракторсемпе комбайнсем, автомобильсем валли сцеплени деталĕсемпе узелĕсем туса кăларнă май, холдингра промышленность машиностроенийĕн шутне кĕреççĕ.

Раççей Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин тата Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республикăри промышленность предприятийĕсен продукцийĕн выставкипе тата «Тракторные заводы» концерна» кĕрекен предприятисем туса кăларакан машинăсемпе паллашнă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика