Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра пысăк çитĕнÿсем пулĕç

06 февраля 2010 г.

Январĕн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Сергей Иванов, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров тата ытти официаллă çынсем Чăваш Республикинчи пăр çинче ярăнмалли пĕрремĕш «Новое поколение» кермене уçнă çĕре хутшăннă.

Владимир Путин çĕнĕ спорт керменне уçнă ятпа пурне те чĕререн саламланă. «Пурсăра та сире çĕнĕ спорт сооруженине уçнă ятпа чĕререн тата пур кăмăлтан саламлатăп. Халĕ ĕнтĕ сирĕн хулара пурăнакансен те хальхи хăтлă та илемлĕ, çĕнĕ технологиллĕ сооруженипе усă курма май пур. Кунта çемьесем канма, çамрăк спортсменсем хăйсен ăсталăхне ÿстерме пултараççĕ. Паллă ĕнтĕ, пурте тĕнче шайĕнчех пысăк çитĕнÿсем тăваймĕç, анчах та пурин те вĕсен çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăх, чăн-чăн спорт характерĕ пуласси пирки иккĕленÿ çук. Çак сооружение тунă, хута янă çĕре хутшăннисене пурне те эпĕ тав сăмахĕ калатăп. «Новое поколение» фонд Инçет Хĕвел тухăçĕнчен тытăнса Хĕвел анăç чиккисем таранах çĕшывăн пĕтĕм территорийĕнче вуншар объект хута янă ĕнтĕ. Сире ăнăçусем, спорт çитĕнĕвĕсем тата лайăх, хастар кăмăл сунатăп. Саламлатăп»,– палăртнă вăл.

Кайран чăвашсен авалхи Сурхури йăлине кăтартнă, фигурăллă ярăнакансен Шупашкар хулинчи шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» тата Шупашкарти «Спартак» командăсем пăр çинче хоккей ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ. Çивĕч кĕрешÿре республикăн тĕп хулин команди çĕнтернĕ. Унта Александа Белова хĕр ача та вылянă.

РФ Правительствин Председателĕ В. Путин тата ЧР Президенчĕ Н. Федоров пăр çинче ярăнмалли керменре пулнине асăнса çуртри стенд çине автографсем хăварнă.

Спорт сооруженийĕнче 66 метр тăршшĕ тата 36 метр сарлакăш тренировкăсен витнĕ катокĕ вырнаçнă, тренировкăсен залĕ, пĕтĕмĕшле физкультура занятийĕсем ирттермелли, тренерсен пÿлĕмĕсем, медпункт, ытти хушма учрежденисем пур. Строительствăн пĕтĕмĕшле хакĕ 180 миллион тенкĕпе танлашать. Кермене спорт программисен «Новое поколение» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе ĕçе кĕртме май килнĕ. (Попечительсен канашне РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Сергей Иванов ертсе пырать). Фондăн тĕп тĕллевĕ – ачасемпе çамрăксене физкультурăпа спорта ытларах явăçтарасси, сывă пурнăç йĕркине сарасси.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика