Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çичĕ çул хĕрĕх çичĕ кун мар

30 января 2010 г.

Çапла, шăпах çакăн чухлĕ вăхăт трактор рульне алăран вĕçертмен Чапаев ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх механизаторĕ Энгельс Григорьевич Григорьев. Çак кунсенче вăл хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пултаруллă та хастар ĕçчене хамăр районта кăна мар, республика тулашĕнче те пĕлекенсем сахал мар. Çак тапхăрта вăл тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе дипломсене, Тав çырăвĕсемпе парнесене те асăнса пĕтерме йывăр. Ĕçчен механизатор 1978 çулта «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вăл икĕ созывра ял Совечĕн, тепĕр созывра район Совечĕн депутачĕ, парти конференцийĕн делегачĕ те пулнă. «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята пĕр хут кăна мар тивĕçнĕ. Ăна В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юбилей медальне панă, икĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи», «Тăххăрмĕш пилĕк çуллăх» ударникĕ пулса тăнă. Унăн ятне Муркаш районĕн энциклопедине те кĕртнĕ.

Паллă ĕнтĕ, 1935 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Чуманкассинче çуралнă Энгельс Григорьевичăн вăрçă хыççăнхи ачалăх çулĕсем çăмăлах килмен. 1951 çулта вăл 7 класс вĕренсе пĕтерсенех ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем пекех тăван хуçалăхра çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Малтан учетчикра, кайран весовщикра тăрăшнă. Хыççăн Йÿçкасси шкулĕнче тепĕр икĕ класс вĕренсе пĕтерсен Муркашри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче надсмотрщик пулса ĕçлет, радио, телефон, телеграф линийĕсене тĕрĕслесе тăрассипе тимлет.

1954–1957 çулсенче Совет Çарĕн ретĕнче пулнă хыççăн яла таврăннă салтак 3 çул хушши бригадăра склад заведующийĕ пулса ĕçлет. Анчах та ăна техникăпа ĕçлес туртăм çĕнтеретех. Çапла вара вăл 1962 çулхи март уйăхĕнче Советскинчи профессипе техника училищине вĕренме каять. Кунтан вĕренсе тухса анлă профильлĕ тракторист-машинист специальноçне алла илет.

Колхоза таврăнсан ăна гусеницăллă трактор шанса параççĕ. 8 çул хушши вăл тракторпа хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать: сухине те, акине те, ытти ĕçсене те. Техникăна лайăх пăхса тăрать, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме тăрăшать.

Колхоз правленийĕ, парти, профсоюз, комсомол комитечĕсем хастар çамрăкăн пултарулăхне асăрханах ĕнтĕ. Çавăнпах ăна 1970 çулта кустăрмаллă «Беларусь» трактор шанса параççĕ. Унпа вара вăл ака-суха ĕçĕсене те, çĕр улми лартас, ретсене кăпкалатас тата ытти ĕçсене те хутшăнать. Тĕрĕссипе сахал-и-ха вара механизатор валли хуçалăхра ĕç;

33 çул хушши Энгельс Григорьевич хуçалăхра кустăрмаллă тракторпа тăрăшать. Ĕçсене пурнăçланă чухне агротехника нормисене пăхăнассине, çунтармалли-сĕрмелли материалсене, запас пайсене перекетлессине тĕп вырăна хурать. Акă вăл ĕçленĕ хăш-пĕр çулсенче çĕр улмине пĕр гектар пуçне вăтамран 200–250 центнер пухса кĕртни те пулнă. Э.Г. Григорьевăн та çакăнта тÿпи пулман мар. Çу кунĕсенче вара выльăх апачĕ янтăлассипе, утă-улăм турттарассипе тимленĕ. Çулленех 1700–2000 эталон-гектара яхăн ĕç пурнăçланă.

Хăйĕн тĕп ĕçне пурнăçланипе пĕрлех, ял çыннисем ăна тĕрлĕ созывсенче ял Совечĕн, район Совечĕн депутачĕ пулма суйланă май, вĕсен наказĕсене пурнăçлассипе те сахал мар тăрăшма тивнĕ. Ялта шыв пăрăхĕсем хурса хăварнинче, пĕвесене юсанинче, колхозри ĕне ферми патне асфальт çул сарнинче унăн тÿпи те пурах.

– Отпуск илсен те килте алă усса ларман, хуçалăхра тракторпа ĕçленĕ. Хăнăхман эпĕ çăмăл пурнăçа,– аса илет халĕ ĕç ветеранĕ.

Ăна пурнăç тăршшĕпе ăшă кăмăл парнелекенĕ, хавхалантарса вăй парса пурăнаканĕ вара – Евгения Никитична Никитина. Ваçкасси хĕрĕпе вăл 1962 çулта çемье çавăрнă. Вăл та колхозрах уй-хир бригадинче тăрăшнă. Ĕçчен мăшăр 2 хĕр пăхса ÿстернĕ, 2-шĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Валентина Чуманкасси шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет, Алина та кунта кĕçĕн классене вĕрентнĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать. Иккĕшĕ те çемьеллĕ.

Энгельс Григорьевичпа Евгения Никитичнан 5 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук. Чăннипех чун ăшши пулса тăраççĕ вĕсем ватă çынсемшĕн.

Энгельс Григорьевича çитсе килекен юбилей ячĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей суннă пулăттăмăр.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика