Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕплĕн хатĕрленес пулать

27 января 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин Президиумĕн 2009 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2010 çулхи октябрь уйăхĕнче иртет. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленес ĕçсем хальхи вăхăта районта епле пыни пирки Чăвашстатăн предприятисен статистикин Муркаш районĕнчи пайĕн тĕп специалист-экспертне З.И. ВИНОГРАДОВАНА каласа пама ыйтрăмăр:

– Хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынине çырава хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти тата ял тăрăхĕсенчи комиссисен ларăвĕсенче тăтăшах пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ялсен адрес хуçалăхне йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Мĕншĕн тесен çак тапхăр вăл хатĕрленÿ ĕçĕсен пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрать. 2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе районĕпе пĕтĕмпех вĕçленĕ.

Пур ял тăрăхĕсенче те кашни кил, кашни ял тĕлĕшĕпе çынсен шутне палăртма даннăйсен базине хатĕрлеме çуртсен списокĕсене хатĕрлерĕмĕр. Хальхи вăхăтра районта 2010 çулхи халăх çыравне ирттерессипе йĕркелÿ планне хатĕрлес ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ.

Çак кунсенче туса ирттерекен ĕçсем пирки çавна каласа хăварнă пулăттăм. Çырав, инструктор тата стационар участокĕсене вырнаçтарма пÿлĕмсем тупассипе тимлетпĕр. Вĕсем ăçта пулассине вара çырав ирттерессипе ĕçлекен комиссисемпе калаçса татăлса йышăнмалла.

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленессипе тĕп задача вăл информаципе ăнлантару ĕçĕ пулса тăрать. Çавна май массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени кирлĕ. Ку енĕпе ятарлă план та туса хатĕрленĕ.

Çырав пирки ятарлă стендсем район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен çурчĕсенче, ытти учрежденисенче вырнаçтарнă, вĕсене вăхăтра çĕнетсе тăраççĕ. 2010 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса информаципе ăнлантару ĕçĕ çĕнĕ тапхăра куçрĕ. Халĕ тĕп задача граждансене çырав персоналĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕрлесси пулса тăрать.

Çыравччен вăхăт нумаях юлмасть. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тĕплĕн хатĕрленсе ирттересси статистика оранĕсенчен кăна мар, ытти ведомствăсем, организацисемпе учрежденисем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланинчен те нумай килет.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика