Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхалантару шанăç çуратать

23 января 2010 г.

Вĕрентекен çулталăкне уçнине халалланă уяв мероприятийĕ (кăçал ăна январьти канашлупа пĕрлештерсе ирттерчĕç) Калайкассинчи вăтам шкулта иртрĕ. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, вĕрентекенсем, ветеран-педагогсем актовăй зала пухăнса пылак çимĕçпе чей лартнă сĕтелсем хушшине вырнаçрĕç. (Мероприятие ирттерме пулăшнăшăн «Сундырь-Хлеб» пĕрлешĕвĕн ертÿçине Л.Г. Ильгечкина тав сăмахĕ каларĕç.) Уяв çапла иртни лару-тăрăва та хăтлăрах тума май пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Е. Андреева Муркаш районĕнче Вĕрентекен çулталăкне официаллă уçнине пĕлтерсе саламларĕ. «Учитель пуласси вăл – телейлĕ шăпа», – терĕ Алевтина Евстафьевна. Ку чăнах та çапла пулнине вара ветеран-педагогсем те çирĕплетсех пачĕç.

Районти вĕрентÿ ĕçĕн истори страницисене тишкернĕ май паянхи пурнăç ыйтăвĕсене те аякра тăратса хăварма пултараймарĕç педагогсем. Акă Чăваш Республикинчи вĕрентекенсен профсоюзĕн ертÿçи З.Н. Степанова та вĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçалхи çул ырă улшăнусем пуласса шаннине пĕлтерсе вăл хальлĕхе ялти вырăнта пурăнакан учительсем валли коммуналлă услугăсене тÿлессипе çыхăннă çăмăллăхсене сыхласа хăварма пултарнине пĕлтерчĕ. Профсоюз организацийĕнче тăракан педагогсем валли ятарлă дисконтлă карттăсем хатĕрлес шухăша та пурнăçа кĕртме шутлаççĕ. Çак карттăсемпе вара педагогсем льготăллă услугăсемпе усă курма пултараççĕ. Грантсене çĕнсе илес конкурс пирки каланă чух вара Зинаида Николаевна республикăри профсоюз комитечĕ те хăйĕн ячĕпе пĕр грант тăратма шантарчĕ. Мĕншĕн тесен кăçал Раççейре те пĕтĕмĕшле 1000 грант кăна пулĕ (малтанхи çулсенче вара 10000 грант пулнă), унăн калăпăшĕ вара ÿсĕ. Апла пулсан пирĕн республикăри вĕрентекенсен нумайран та 10 грант таран çеç çĕнсе илме майсем пулĕç. Вĕрентекенсене санаторисенче канма условисем пуррине аса илтерчĕ Зинаида Николаевна. Профсоюз панă путевкăсем ахаль те йÿнĕрех хакпа пулаççĕ. Кунсăр пуçне тата профсоюз организацийĕсем канма каяс текен педагога пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу парса çак хака татах чакарма пулăшаççĕ, апла пулсан вĕрентекенĕн сывлăх пирки манмалла мар. Ĕçлеме пĕлет пулсан вăл, унăн канма та пĕлмелле.

Сывлăха мала хумалли пирки Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ О.Ю. Попова та аса илтерчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн попечительсен канашĕн ертÿçи Н.Г. Ванеркин та вĕрентекенсене саламласа хавхаланса ĕçлеме сунчĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. Дипломатова кăçалхи çул уйрăмах активлă учительсем ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ, çамрăк специалистсем шкулсенче сахал пулнине аса илтерчĕ. Ку ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ, паллах, анчах та пĕтĕмпех вĕрентÿ пайĕнчен çеç килмест çав.

Вĕрентекенсене çак кун район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Г. Данилов саламласа ырлăх-сывлăхпа вăй-хăват, ăнланулăх сунчĕç. Малалла пĕрле, пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине палăртрĕç.

Патшалăх уйрăм професси çыннисене алă тăсса пачĕ пулсан, çак специалистсен те вĕрентÿ ĕçне çÿллĕрех шая çĕклес тесе тăрăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика