Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици хроникинчен

23 января 2010 г.

Правасăрах руль умне ларнă

25 çулхи арçын Мăн Сĕнтĕр салинчи çулпа хăйĕн автомашинипе хĕвел пекех çиçсе пынă. Савăнăçлă пулмасăр: «Манăн машинăпа çÿреме ирĕк паракан правана туртса илнĕ, эпĕ вара чиперех ярăнатăп», – текен шухăш пуçĕнчен самантлăха та кайман унăн. Таврана каç сĕмĕ çапнă вăхăтра пушшех никам та курмĕ тесе шутланă. Анчах та çул çинчи ГИБДД сотрудникĕ арçыннăн савăнăçне пÿлет. Праваран хăтарнă хыççăн та руль умне ларнăскер вара явапне саккунпа килĕшÿллĕн тытĕ.

Эрехе çĕнтерме çук-ши;

Эрех вăйлă пирки пĕлетпĕр-ха: такама та ураран ÿкерме пултарать. Акă çак кунсенче эрех ĕçнине пулах Сентимĕрте пурăнакан пĕр арçын пÿрт çенĕкĕнчех çывăрса кайнипе урисене шăнтса ярать. Тепри вара – Шурчара пурăнакан утмăла çывхаракан хĕрарăм – ÿсĕрле ăшăтмалли батарея çумне çывăрма выртса хул пуççине пĕçертсе ярать. Эрех ĕçекенсене сивви те, ăшши те килĕштермест çав.

Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика