Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок – «Ударниксенче»

20 января 2010 г.

Шăмат кун, январĕн 16-мĕшĕнче, «Оринин» хуçалăх парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Шашкăпа шахматла тата волейболла выляса вăй виçме 10 команда кăмăл тунă. Шашкăлла вылякансем хушшинче мала кил хуçисем тухнă, шахмат вăййи вара «Ударник» хуçалăхăн командине «суйласа илнĕ». Шашкăлла вылякансенчен А. Прокопьевпа Н. Репинана (иккĕшĕ те «Оринин» командăран), шахматла вылякансенчен А. Степановпа («Ударник») М. Терентьевана («Оринин») уйрăммăн палăртнă.

Волейболла выляса та «Ударниксем» çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна «Оринин» команда, виççĕмĕш вырăна Шупашкар хулинчи ОМОН команди тухнă.

Пĕтĕмĕшле итогсем тăрăх кубок «Ударник» хуçалăх командин аллинче. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче – «Орининпа» «Передовик».

Хĕллехи сезон уçăлать

Хĕллехи спорт сезонне Муркашра çитес шăмат кун, январĕн 23-мĕшĕнче, 10 сехетре уçма палăртнă. Çак кун йĕлтĕр базинче 2 тата 3 километрлă дистанцисемпе йĕлтĕрçĕсен – хĕрарăмсемпе арçынсен, хĕрсемпе яшсен – ăмăртăвĕ иртет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тулли мар вăтам шкулсен, ĕç коллективĕсен командисене пурне те ăмăртăва йыхравлаççĕ.

Малтанхи кун вара, январĕн 22-мĕшĕнче, командăсем полиатлон енĕпе (арçынсемпе яшсем – турник çинче туртăнассипе, хĕрсемпе хĕрарăмсем – урайĕнчен тĕртĕнессипе) ăмăртаççĕ. Ку ăмăрту Муркашри вăтам шкулăн тирĕнче 12 сехетре пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика