Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Активлăрах пурăнма тăрăшар

20 января 2010 г.

Иртнĕ çул Раççей Президенчĕн Указĕпе Çамрăксен çулталăкĕ пулчĕ. Паллах, пирĕн районта та çак указа пурнăçа кĕртес тесе район администрацийĕн пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿ-ллĕн мероприятисен планне çирĕплетнĕччĕ. Мероприятисем предпринимательство, инновациллĕ ĕç-хĕл сферисене çамрăксене активлă явăçтарассипе çыхăнчĕç. Кунсăр пуçне çамрăксен пултарулăхĕ, вĕсене патриотла воспитани парасси, обществăлла политика сферинчи активлăха ÿстерес тата ытти ыйтусем те тăчĕç пирĕн умра.

Вулакансене пĕлме малтанах паянхи кун тĕлне пирĕн районта пурăнакансен 25 проценчĕ – тăхăр пин çурă ытла – çамрăксем (14-30 çул) пулнине каласа хăварас килет. Вĕсенчен 38 проценчĕ (3499) вĕренекен çамрăксем, 46 проценчĕ (4259) ĕçлет, 13 процент (1192) вăхăтлăх ĕçлеменнисен ретĕнче, 3 проценчĕ вара халăха ĕçпе тивĕçтерес центрта учетра тăрать.

Паянхи кун районта 1200 ытла çамрăк çемье. Çакă вăл сахал мар. Анчах та вĕсене пĕрлештерсе тăракан çамрăк çемье клубĕсем районта çителĕксĕрри курăнать. Мăн Сĕнтĕрте, Муркашра тата Москакассинче аван ĕçлесе пыраççĕ-ха вĕсем. Ытти ял тăрăхĕсенче вара çак ыйту çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Çамрăксен çулталăкĕнче Шурчари шкул çумĕнче педагогсен вăйĕпе çамрăк çемьесен «Семицветик» клубĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Борзаевсен («Семицветик») тата Кудашовсен («Лад да любовь») çемйисем республика шайĕнче те палăрма пултарчĕç. Апла ыттисен те малалла туртăнмалли хавхалану пур темелле, тĕслĕх илмелли те çумрах.

Çамрăксем вĕренсе тухнă хыççăн хуçалăхсене ĕçлеме таврăнманни те – çивĕч ыйту. Çак тĕллевпех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Шупашкарти кооператив институчĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулусем иртрĕç. Анчах та ыйтăва çакăнпа кăна татса пама май çуккине ăнланатпăр. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе нумай ĕçлемелле-ха.

Районти предприятисем, организацисемпе учрежденисем çумĕнче çамрăксен канашĕсем пурри çамрăк специалистсен ĕçне интереслĕрех тума май парать. Акă кăçалхи çул çакна шута илсех ĕнтĕ Мăн Сĕнтĕрти культура ĕçченĕсем тата райпо системинче вăй хуракансем хăйсен канашĕсене йĕркелесе ĕçлеме тытăнчĕç. Ку таранччен вĕсем районта çамрăк педагогсен, медицина ĕçченĕсен, район администрацийĕнче тăрăшакансен тата Муркашри райпо коллективĕнче çеç пулнăччĕ.

Уйрăм ыйту вăл – ял тăрăхĕсенче çамрăксемпе ĕçлесси. Çак ĕçре, шел пулин те, пуçарулăх çитменни палăрать. Çамрăксен канашĕсем пур тетпĕр-ха, анчах та «вĕсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ» тенине хальлĕхе хирĕçлеме çук. Паллах, ĕçе обществăлла майпа туса пыни витĕм кÿрет пулĕ. Анчах та эпир – çамрăксем – хамăр тăрăшмасан, активлăх кăтартмасан, пурăнма интереслĕ мар тесе калани те килĕшÿсĕр пек туйăнать. Малтанах, айтăр-ха, хамăр çине пăхса илер те малалла вăйсене пĕрлештерсе активлăрах пурăнма тăрăшар.

Е. ЧЕРНОВА,

район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика