Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсене – компенсаци мелĕпе

16 января 2010 г.

Чăваш Республикин 2005 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнчи «Граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессипе социаллă çăмăллăхсем парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ граждансем çак çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. 2009 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчи саккунпа вара унта улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Çак саккун тавра калаçма редакцие ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Н.П. ПЕТРОВАНА чĕнтĕмĕр.

– Нина Пантелеевна, саккунри улшăнусем тÿрремĕнех камсене пырса тивеççĕ-ха;

– Çак улшăнусем тÿрремĕн вĕрентÿ тата воспитани парас ĕçре вăй хуракансене тата çак сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пырса тивеççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕччен педагогика ĕçченĕсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем те, коммуналлă тăкаксене саплаштарма пăхса хунă çăмăллăхсемпе укçан е натураллă формăпа усă курнă пулсан, халĕ вара çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн натураллă формăна уйăхсерен паракан компенсаципе улăштарнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕ ятарлă йышăнупа укçан парассин калăпăшне те ÿстернĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен вăл 697 тенкĕпе танлашать, ку таранччен 623 тенкĕ 20 пус пулнă.

– Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха компенсаци натураллă формăран;

– Педагог уйăхсерен пурăнмалли çурт-йĕре ăшăтма çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тата электроэнергишĕн, коммуналлă хваттерсенче тата хваттере юсаса тытса тăнăшăн тÿлекен тăкаксене те пĕтĕмпех компенсаци формăллă каялла тавăрса параççĕ. Халĕ çак формăна суйласа илес текенсен кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен районти социаллă хÿтлĕх пайне пырса заявлени çырмалла.

Заявлени çырма пынă чух пĕрле паспорт, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче электроэнергишĕн тата çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тăкаксене тÿленине кăтартакан квитанцисем тата, юлашки вăхăтра ĕç вырăнне улăштарнă пулсан е ку таранччен натураллă формăпа усă курман пулсан, шкул директорĕ педагог паянхи кун та ĕçлени çинчен çирĕплетсе алă пуснă ĕç кĕнекин копийĕ кирлĕ.

Çак документсене тăратса заявлени çырсан, 6 уйăх хушши декабрь уйăхĕнчи тăкаксене кура кашни уйăхра компенсаци тÿлесе тăратпăр. 6 уйăх вĕçленнĕ çĕре вара иртнĕ кашни уйăхри квитанцисене (оригиналсене) справка килсе тăратмалла. Уйăхсерен тÿлесе тăракан тăкаксен калăпăшĕ компенсаци укçин калăпăшĕнчен пысăкрах пулсан, районти хÿтлĕх пайĕ укçа хушса тÿлет. Тăкаксем компенсацирен пĕчĕкрех пулсан, ытлашши укçана тытса юлать.

– Çак компенсацие тÿлесе тăрасси педагогика ĕçченĕн çемйинче миçе çын пулнинчен килет-и;

– Çак компенсацие панă чух педагог çемйинче миçе çын пулнине шута илмеççĕ.

Çăмăллăхпа усă куракан çыннăн хăш çăмăллăхпа усă курассине суйласа илмелле. Тĕслĕхрен, педагогика ĕçĕн ветеранĕ е ĕç ветеранĕсене уйăхсерен паракан 775 тенкĕпе тата 50 процент телефон компенсацийĕпе усă курма, е ялти вырăнти вĕрентÿ учрежденире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнипе 697 тенкĕ илме, е тата тăкаксемшĕн компенсаци илме те май пур. Саккунпа килĕшÿллĕн виççĕшĕнчен пĕринпе çеç усă курма ирĕк пур.

– Тепĕр ыйту: педагог çемйин хуçалăхĕ унăн çинче мар, калăпăр, упăшки çинче шутланса тăрать. Саккун тăрăх çак лару-тăру компенсаци илес текен педагог, çавăн пекех çак ĕçре тивĕçлĕ канăва тухнисем çине еплерех витĕм кÿрет;

– Хуçалăх кам çинче пулни ыйту кăларса тăратмасть. Çав çемьере пурăнакан педагог компенсаци илес правăна çухатмасть. Паспорт тăрăх çын ăçта пурăнни паллă, квитанцисем çинче те адреса кăтартаççĕ.

Кашни çур çулта тăкаксене çирĕплетсе тăмалла. Çулталăк хушшинче вара суйласа илнĕ формăна улăштарма майсем çук. Енчен те, калăпăр, педагог суйласа илнĕ компенсаци форми сире тивĕçтерменнине курать тата ăна улăштарас тет пулсан, тепĕр çул валли декабрĕн 1-мĕшĕччен çакăн пирки заявлени çырмалла пулать. Тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран-педагог вара, ăна компенсаци мелĕ килĕшмерĕ пулсан, ĕç ветеранĕсене уйăхсерен тÿлесе тăракан укçана илесси çинчен заявлени çырса çăмăллăхсемпе усă курмалли формăна ылмаштарма пултарать. Анчах та каялла компенсаци çине куçас пулсан вара унăн тепĕр çулччен тăхтама тивет.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика