Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент стипендине тивĕçрĕç

13 января 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров хăйĕн йышăнăвĕпе тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрса тăракан çамрăксемпе студентсене ятарлă стипенди парса хавхалантарма йышăннине паян тин пĕлместпĕр ĕнтĕ. Пирĕн районăн чи хастар çамрăкĕсем те ăна çулсеренех илсе тăраççĕ. 2010 çулта та Муркаш районĕн пултаруллă яш-кĕрĕмĕ хушшинче Президент стипендине илме тивĕçлисем пурри савăнтарать. Акă вĕсем:

Татьяна Владиславовна Андреева, Москакассинчи вăтам шкулта вĕренекен;

Петр Вячеславович Борзаев, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕ çумĕнчи «Родничок» çамрăк çемье клубĕн членĕ;

Ольга Владимировна Егорова, Орининти вăтам шкулта вĕренекен;

Федор Петрович Журавлев, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх механизаторĕ;

Кристина Олеговна Иванова, Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекен;

Сусанна Михайловна Лукина, Муркашри тĕп больницăри «Çамрăк чĕресем» ятлă çамрăксен канашĕн ертÿçин çумĕ;

Елена Владиславовна Пушкина, «Муркашри сĕт завочĕ» акционерсен уçă обществин производствăпа технологи лабораторийĕн ертÿçи;

Алина Васильевна Федорова, «Моргаушская» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн юрисконсульчĕ;

Людмила Валерьевна Храмова, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен;

Светлана Витальевна Цветкова, Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ.

Ытти çамрăксене вара малашне активлăрах пулса стипендиатсенчен тĕслĕх илме сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика